Çул юсама - 12 миллиард тенкĕ
ЧĂВАШ РЕСПУБЛИКИН Правительствин пресс-служби пĕлтернĕ тăрăх, кăçал регионта 12 пин километр ытла трассăна юсама тивет.
Мĕн пур мероприятие пурнăçлама рекордлă 12 миллиард тенкĕ уйăрма па- лăртнă. Асфальт çинчи шăтăк-путăка саплама - апрель уйăхĕн çурринче, çул паллисене çĕнетме - çак уйăхăн иккĕмĕш çурринче, çула тĕпрен юсама майăн 1-мĕшĕнче пуçăнаççĕ.