Çулталăкра - 820 пин тăваткал метр ытла

2025-ÇУЛТА Чăваш Республикинче 821,3 пин тăваткал метр пурăнмалли çурт- йĕр хута янă. Çак кăтарту планпа пăхнинчен чылай пысăкрах.

Çулталăк тăрăшшĕнче нумай хваттерлĕ 194 çурта тĕпрен юсанă, 141 лифта çĕннипе улăштарнă. 2026-çулта нумай хваттерлĕ 335 çурта тĕпрен юсама палăртнă. Çакă 50 пин ытла çыннăн пурнăç условийĕсене лайăхлатма пулăшĕ.

Е.ЖОЛОБОВА.



20 марта 2026
14:03
Поделиться