Юрă юхрĕ ян! та ян!

Кивĕ Чукал ялĕн Тĕп Культура çуртĕнче харăсах икĕ пултарулăх мероприятийĕ иртрĕ. Вĕсене Чăваш Енри Халăхсен туслăхĕн çулталăкне халалларăмăр.

Республикăри «Черчен чечексем» ача-пăча пултарулăх фестивалĕн муниципалитет тапхăрĕ 7-16 çулсенчи ачасемпе çамрăксене пĕрлештерчĕ. Хореографи, вокал, театр, илемлĕ сăмах жанрĕсенче округри шкулсен вĕренекенĕсем хăйсен пултарулăхне çỹллĕ шайра кăтартрĕç.

«Хореографи» номинацире Шăмăршăри «Антонина» Халăх ача-пăча ташă ансамблĕ (ертỹçи - Антонина Нефедова) çĕнтерчĕ. «Илемлĕ сăмах» номинацире Шăмăршăри «Звездочки» театр коллективĕ (литература композицийĕпе), хăйсен ỹсĕмĕнче çак коллективри (ертỹçи - Валентина Львова) Азалия Ахметова, Милана Чекуряева мала тухрĕç. «Ансамбль. Вокал» номинацире - Чукал ялĕн Культура çурчĕ (ертỹçи - Светлана Симурзина) çумĕнчи çамрăксен ансамблĕ, кунти Карина Николаевăпа Арина Нефедова «Дуэт. Вокал» номинацире мала тухрĕç; дуэтпа юрласа Елена Николаевăпа Юлия Храмова (Чукал) 2-вырăн йышăнчĕç. Софья Карзановăпа Ульяна Безрукова та (Чукал) ку номинацире ăсталăхпа палăрнăшăн Диплома тивĕçрĕç. «Соло. Вокал» номинаци Кивĕ Чукалти Евгений Чамеева (ертỹçи - Валерий Мандрюков) - 1-мĕш тата кунти Петр Мандрюкова (ертỹçи - Надежда Захарова) - 2-мĕш вырăнсем парнелерĕ. Çавăн пекех кунта, Чăваш Наци конгресĕ пуçарнипе, округри такмакçăсен «Эх, янра, чăваш такмакĕ!» конкурсĕ те пулчĕ. 14 çултан аслăрах участниксем тата пултарулăх ушкăнĕсем ĕлĕкхи такмаксемпе пĕрлех автор хайлавĕсене те янратрĕç. «Чи лайăх юрлакан» номинацире «Чукал каччисем» ансамбль (Кивĕ Чукал) - 1-мĕш, «Соло» номинацире Ирина Малеева (Кивĕ Чукал) - 2-мĕш, «Фольклор» номинацире «Пилеш» ансамбль (Кивĕ Чукал) - 1-мĕш тата «Çăл куç» ансамбль (Чукал) - 3-мĕш, «Вокал ансамблĕ» номинацире «Çăл куç» ансамбль (Палтиел) - 2-мĕш вырăнсене çĕнсе илчĕç. Çавăн пекех «Завалинка» (Кивĕ Чукал) тата «Илем» (Пăчăрлă Пашьел) ансамбльсене жюри лайăххисен йышне кĕртрĕ. Конкурссем çĕнĕ талантсене тупса палăртма пулăшрĕç, çитĕнекен ăрăва чăваш кĕвĕ тĕнчипе çывăхлатрĕç.

Т.Давыдова,

централизациленĕ клубсен системин организаципе методика кабинечĕн заведующийĕ.

 



20 марта 2026
15:02
Поделиться