455 пуç - ĕнеллĕ, 60 пуç лашаллă хастар ял-йыш

455 пуç - ĕнеллĕ, 60 пуç лашаллă хастар ял-йыш

ИКĔ пысăк яла пĕрлештерсе тăрать Палтиел территори уйрăмĕ. Палтиелĕнче - 1136, Патирекре 362 çын пурăнать. Пурĕ 568 кил-хуçалăх шутланать.

Калас пулать, килти хушма хуçалăхри выльăх-чĕрлĕх йышĕпе палтиелсемпе патирексем округра пурне те ырă тĕслĕх кăтартаççĕ. 2025-çулхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне икĕ ялĕпе - 1140 пуç мăйракаллă шултра выльăх, çав шутра 455 пуç сăвăнакан ĕне усранă.

Ытти выльăх та нумай: 406 пуç - сурăх, 60 пуç лаша. Чăвашсемпе вырăссем тата ирçесем 130 пуç ытла сысна хĕл каçараççĕ. - Выльăх йышĕ чакманни, ял çынни килти хуçалăхра сĕт тата аш-какай ытлă-çитлĕ туса илессишĕн тăрăшни савăнтарать, - тет ял территори уйрăмĕн пуçлăхĕ Феннур Рахматуллов.

Ял çыннисем ăратлă выльăх туянма патшалăх субсидийĕпе анлă усă кураççĕ. 2024-çулта хăйсен ĕçне йĕркеленĕ (самозанятые) 32 çын 11 пуç ĕне туянма 1470,0 пин тенкĕ пулăшу илнĕ. Çаплах ĕне усранăшăн та вĕсене 393,5 пин тенкĕ субсидипе тивĕçтернĕ.

2025-çулта хăйсен ĕçне йĕркеленĕ 9 çын социаллă контракт укçипе 12 пуç ĕне туяннă, патшалăх вĕсене 840 пин тенкĕ субсиди уйăрса панă. Кунсăр пуçне сăвăнакан ĕне усранăшăн 371 пин тенкĕ парса пулăшнă.

Аса илтеретпĕр: социаллă контракт - тупăш çăл куçне вăрах вăхăтлăха йĕркелемелли тухăçлă меслетсенчен пĕри. Унпа граждансем çемьери вăтам тупăш çынна пурăнма кирлĕ виçерен пĕчĕк чухне усă курма пултараççĕ. Пулăшăвăн çак мерине хăвăн ĕçне уçма, килти хушма хуçалăха аталантарма, ĕçе вырнаçма е пурнăçри йывăр лару-тăрăва çĕнтерме параççĕ.

Кăçалхи январĕн 1-мĕшĕнчен социаллă контракт тăвас енĕпе хăш-пĕр улшăну пулнă. Çак улшăну, социаллă контрактпа килĕшỹллĕн, патшалăхăн социаллă пулăшăвне илессин майĕсене анлăлатнă. Тĕп вырăнта - ятарлă çар операцине хутшăннă тата демобилизациленĕ çынсем валли асăннă пулăшăвăн уйрăм тĕсне вăя кĕртни. СВОн демобилизациленĕ ветеранĕсем халĕ предприниматель ĕçĕпе аппаланмашкăн вăтам тупăша шута илмесĕрех социаллă контракт тума пултараççĕ. Çак улшăнусем СВОна хутшăннă çынсемпе вĕсен çемйисене хушма пулăшупа тивĕçтерме, вăхăтлăх йывăрлăхсене çĕнтерме, ĕçлеме тата пурнăç пахалăхне лайăхлатма май параççĕ. Социаллă контрактпа килĕшỹллĕн хăйĕн ĕçне уçма е аталантарма тĕллев лартнисене пĕр хутчен 350 пин тенкĕ пама пултараççĕ.

ХĂШ-ПĔР çынран: «Халĕ лаша мĕн тума кирлĕ, мотоблок пур вĕт», - тенине илтме пулать. Палтиелсемпе патирексем вара урăхла шутлаççĕ: вăрман тăрăхĕнчи ялта - лаша кирлех. Хăрăк - турат пуçтарсан турттарса тухма та, утă хатĕрлеме те ĕç выльăхĕ мотоблокран лайăхрах. Тата вăл соляркăпа бензин та «çимест», лаша тислĕкĕ - пахчашăн чи лайăх удобрени.

Лаша йышĕ кунта 60 пуçран та иртнĕ: нумаях пулмасть ял çыннисем тата 6 пуç ăратлă кĕсре туяннă.

Çапла ĕçлесе пурăнаççĕ Палтиелпе Патирек çыннисем. Ырлăх-пурлăха хăйсен аллипе тăваççĕ, чăвашĕ, тутарĕ, вырăсĕ, ирçи - пĕр тăван ачисем пек - туслăха упраççĕ.

Ив.САЛАНДАЕВ.



27 марта 2026
14:01
Поделиться