«Ачаран лайăх çын тумалли чи лайăх мел - ăна телейлĕ тăвасси»

«Ачаран лайăх çын тумалли чи лайăх мел - ăна телейлĕ тăвасси»

«Çемье - ашшĕн патшалăхĕ,

амăшĕн тĕнчи тата ачан çăтмахĕ».

Константин Ушинский ,

вырăссен паллă педагогĕ

Ашшĕ-амăшне кура ывăл-хĕрĕ мĕнле çын пулассине хаклама хăнăхнă халăхра. Йĕркелĕхпе, ĕçченлĕхпе палăракан ашшĕ-амăшĕн ачисем те таса чунлă, пултаруллă çитĕнеççĕ. Юратупа туслăх, килĕшỹпе ăнлану хуçаланакан çемьере кашниех хăйне лăпкă, ирĕклĕ туять. Кунта кирек епле ĕçе те пĕрле сỹтсе явни-тунинчен, кирек епле йывăрлăха та ушкăнпа çĕнтернинчен тĕлĕнмелли çук.

Шăмăршăра пурăнакан Вячеславпа Александра Погашовсем - округра ырă тĕслĕх кăтартакан çемье пуçĕсем. Вĕсем 18 çул пурнăç çулĕпе алла-аллăн утаççĕ. Ултă ачана чун-чĕре ăшшипе воспитани параççĕ, вĕсенче этемлĕхĕн чи ырă енĕсене аталантараççĕ. Асли - Шупашкарти медицина колледжĕн 1-курс студентки. Ыттисем Шăмăршă вăтам шкулĕн 9, 7, 5, 3, 1-класĕсенче пĕлỹ пухаççĕ, вĕренỹре те, класс тулашĕнчи ĕçсенче те хастар - кун пирки сертификатсемпе Дипломсем çирĕплетеççĕ.

Вячеслав Викторович 20 çул ытла çул-йĕр строительствинче вăй хурать. 2006-2025-çулсенче «Автодор» Патшалăх компанийĕнче ертсе пыракан специалистра тимлерĕ. 2025-çултанпа - çак компанин Хусанти филиалĕн Чăваш Республикипе Тутарстан Республикин территорийĕсенчи автоçулсемпе çул-йĕр сооруженийĕсен эксплуатацийĕн тата çул-йĕр хăрушсăрлăхĕн пайĕн начальникĕн çумĕ. Ĕçри пысăк çитĕнỹсемшĕн тĕрлĕ наградăна тивĕçнĕ. Вĕсем: «Раççейри автомобиль çулĕсем» Патшалăх компанийĕн правленийĕн Тав çырăвĕ, Раççей Федерацийĕн Транспорт министерствин Тав çырăвĕ, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Хисеп грамоти, ЧР Транспорт тата çул-йĕр хуçалăхĕн Тав çырăвĕ.

Александра Львовна - Шăмăршă район больницин врач-педиатрĕ, 19 çул хушши округри ачасемпе çамрăксене чир-чĕртен асăрхаттарать тата сиплет. Тăрăшуллă тухтăрăн ĕçне район больницин, Шăмăршă муниципалитет округĕн администрацийĕн, ЧР Сывлăх сыхлавĕн министерствинХисеп грамотисемпе палăртнă. Çавăн пекех А.Погашовăн сăнне район больницин тата Шăмăршă муниципалитет округĕн Хисеп хăмисене кĕртнĕ.

Ĕç маякĕсем - ачисемшĕн те ырă тĕслĕх. Ывăл-хĕрĕ ашшĕ-амăшĕн ĕçĕпе кăсăкланать. Аслисем вара ачисене тимлĕхре тытаççĕ. Александра Львовна ашшĕ-амăшĕн пухăвĕсене çỹрет. Шкул мероприятийĕсене те хутшăнать. Вăл - Шăмăршă вăтам шкулĕн, ачисен класĕсен ашшĕ-амăшĕн сообществисен председателĕ.

Погашовсем - ăста воспитательсем. Кашни ачинченех пĕр пек çирĕп ыйтаççĕ. Ку е вăл ĕçшĕн хавхалантарасси, çитменлĕхе хăвăрт пĕтерме пулăшасси, пĕр-пĕрне итлеме-ăнланма тăрăшасси тата пулăшасси, хисеплесси, яваплăх, сывă пурнăç йĕрки - çемье çирĕплĕхĕ. Ашшĕ-амăшĕ ачисемпе пĕрле пушă вăхăта спорта, пулă сунарне халаллани те пĕр-пĕринпе çывăхлатать, шанчăклăха ỹстерет.

Çапла, юратура çитĕнекен ачасем телейлĕ, вĕсен малашлăхĕ те çутă пуласси куç кĕрет.

Зинаида Свеклова.



27 марта 2026
14:06
Поделиться