Агропромышленность ветеранĕсен - отчетлă пуху
МАРТĂН 24-мĕшĕнче Шăмăршăра округри агропромышленность комплексĕн ветеранĕсен союзĕн отчетлă пухăвĕ пулса иртнĕ, унăн ĕçне округ администрацийĕн пуçлăхĕ Сергей Галкин тата АПК ветеранĕсен республикăри совечĕн президиум членĕ Владимир Шуверов хутшăннă.
Пухăва килнисем умĕнче округри АПК ветеранĕсен союзĕн председателĕ Вадим Севрюгин отчетлă доклад туса панă. Çулталăкри ĕçе сỹтсе явма ветерансем хастар хутшăннă.
Пухура ветерансен союзне çĕнĕ çынсене илнĕ, 2026-çулхи тĕллевсене палăртнă.
АПК ветеранĕсен ĕçне хастар хутшăннăшăн тата çуралнăранпа 65 çул çитнĕ ятпа Палтиелĕнче пурăнакан Асхат Хакимова АПК ветеранĕсен союзĕн Хисеп грамотипе чысланă.
Пуху хыççăн пирĕн корреспондент хăш-пĕр ветеранпа тĕл пулса калаçнă.
Юрий ФРОЛОВ, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ механизаторĕ, Шăмăршă ялĕ:
- Пире - тивĕçлĕ канăва кайнă çынсене - округри ял хуçалăхĕ мĕнле аталанни хумхантармасăр тăма пултараймасть. Çавна май пухура хамăрăн сĕнỹсене те патăмăр. Сăмахран, çур аки хыççăн уй-хир ĕçĕн пахалăхне хакланă чух ветерансене те хутшăнтармаллине палăртрăмăр. «Ватă çын - тăватă çын», - тенĕ халăхра. Çамрăксене пирĕн опыт та кирлех тесе шутлатăп.
Менир ХАМДЕЕВ, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ ял хуçалăх ĕçченĕ, Патирек ялĕ:
- Уй-хиртен пысăк тухăç илесси çур акине мĕнле хатĕрленсе кĕтсе илнинчен нумай килет. Ĕлĕкрех яваплă тапхăр умĕн районтан ятарлă комисси килетчĕ, ĕçри çитменлĕхсене уçса паратчĕ. Çакăн пек комисси халĕ те кирлĕ, унăн йышне ветерансене те кĕртмелле.
Николай АНИСИМОВ, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ механизаторĕ, Пăчăрлă Пашьел ялĕ:
- Ветерансене аяккине пăрса хăварманни, пирĕн сăмаха итлени савăнтарать.
Ман шутпа, округра ял хуçалăхĕнчи наставник юхăмне çĕнĕрен чĕртсе тăратмалла. Нумай çул хушши механизаторта е фермăра, ветеринари службинче вăй хунă çынсем çамрăксене хăйсен ĕç опычĕпе паллаштарни çав тери кирлĕ.
Николай САПРУКОВ, ĕç ветеранĕ, Шăмăршă ялĕ:
- Пухура тахçантанпах курман юлташсене тĕл пулни савăнтарчĕ. Çапла пĕр-пĕринпе курнăçсах тăмалла, округ е республика шайĕнчи наградăна пама тăратнă чухне те ветерансене манса хăвармалла мар. Эпĕ çакна юбилярсем пирки калатăп.
Ветерансен союзĕн çулталăкри ĕçне эпĕ ырлатăп: Вадим Петрович: «Ватă лаша йăрана пăсмасть», - тенине, чăннипех, тỹрре кăларать!
Ив.САЛАНДАЕВ.