Асăрханулăх кирлĕ
«Уйрăм çынсен даннăйĕсемпе асăрхануллă пуласси» темăпа Шăмăршă вăтам шкулĕнче класс сехечĕ иртрĕ. Мероприятире ачасем уйрăм çынсен даннăйĕсем (персональные данные) мĕн иккенне ăнланчĕç, вĕсене упрамалли йĕркепе паллашрĕç, хăрушсăрлăх правилисене пăхăнманни хака ларнине ăша хыврĕç.
Интернетри хăрушсăрлăх пирки пĕлĕве тарăнлатма «Уйрăм çынсен даннăйĕсене хỹтĕлеме вĕрентекен урок» видеоролик пулăшрĕ. Интернет уçлăхĕнче тупăннă «тус» уйрăм çыннăн даннăйĕсемшĕн кăна мар, хамăршăн та хăрушлăх кăларса тăратма пултарать. Çавăнпа та пĕлнĕ-пĕлмен çынна хамăр даннăйсене памалла мар. Иккĕленỹллĕ самантсенче аслисемпе канашламалла. Çакăн пек пĕтĕмлетỹ турĕç вĕренекенсем.
Г.Кудрявцева,
Шăмăршă вăтам шкулĕн социаллă педагогĕ.