Чи тивĕçлисене суйласа илнĕ
МАРТĂН 24-мĕшĕнче округ администрацийĕнче округри Хисеп хăми çине кĕртмелли кандидатсене суйласа илес тĕлĕшпе ĕçлекен комисси ларăвĕ иртнĕ. Ĕç коллективĕсем 2026-çулта Хисеп хăми çине кĕртме 28 çынна тăратнă. Тĕплĕн сỹтсе явнă хыççăн комисси 16 кандидат суйласа илнĕ. Вĕсем пурте халăх хуçалăхĕн тĕрлĕ отраслĕнче ырă тĕслĕх кăтартаççĕ, общество ĕçне хастар хутшăнаççĕ.
А.ВЛАДИМИРОВА.