Чиртен сыхланăр
ТУБЕРК УЛЕЗ - инфекци чирĕ. Вăл чирлĕ çынран е чирлĕ чĕр чунран куçма пултарать.
Хальхи вăхăтра туберкулезран пĕтĕмпех сывалма пулать. Анчах та чире малтанхи тапхăртах пĕлсе çийĕнчех диагноз лартни пысăк пĕлтерĕшлĕ.
Туберкулез микробĕсем чирлĕ çынран сывлăхлă çынна ытларах чухне (85-95 процент) сывлăш çулĕ урлă куçаççĕ. Çын ỹсĕрсен, апчху тусан, калаçсан та, микроб сурчăкпа сывлăша тухать. Туберкулезăн уçă формипе чирлĕ çын микробсене тавралăха нумай сарать. Чирлĕ çынпа сывă çыннăн пĕр-пĕринчен 1-2 метрта калаçмалла.
Организмра туберкулез инфекцийĕ пуррипе çуккине Манту реакцийĕпе пĕлме пулать. Çавăн пекех туберкулез чирне рентгенологи тĕпчевĕ урлă палăртатпăр.
О.ПОЛКОВНИКОВА,
Шăмăршă районĕн тĕп больницин врачĕ.