«Эпир - Çĕнтерỹшĕн!»

«Эпир - Çĕнтерỹшĕн!»

Çак сăмахсене хỹтĕлевçĕмĕрсенчен те, салтаксене пулăшакансенчен те тăтăшах илтетпĕр. «Çĕнтерỹ» - тăнăçлăхпа, ирĕклĕхпе, телейпе тулнă сăмах. Ку ырлăха тавăриччен нумай чăрмавпа тĕрĕслев витĕр тухмаллине те аса илтерсех тăрать шанăç кỹрекен «çĕнтерỹ» сăмах.

Васан ялĕн старости Ираида Ефимова ертсе пыракан волонтерсен ушкăнĕ «Эпир - Çĕнтерỹшĕн!» ятпа хисепленни те ăнсăртран мар.

- Ятарлă çар операцийĕ Раççей Хĕç-пăшаллă Вăйĕсем нацистсене аркатса тăкнипе вĕçленессе пиртен кашниех ĕненет-шанать, - тет Ираида Ивановна. - Çĕнтерĕве тỹпе хывасси таса тивĕç иккенне туйса май пур таран салтакăмăрсене пулăшма тăрăшатпăр.

«Ырă ут хыççăн пин ут шыв ĕçет», - тенĕ пек, Васанти Г.Н.Ларшников-Пэхет ячĕллĕ Халăх историпе краеведени музейĕн заведующийĕ Ираида Ефимова - ыттисемшĕн ырă тĕслĕх. СВО пуçлансанах Шăмăршăри «Çĕнтерỹ чĕнĕвĕ» пуçару ушкăнне гуманитари япалисем пуха-пуха панă вăл. Унтан Кивĕ Шăмăршăри хăй ертсе пыракан «Тевет» фольклор ансамблĕн членĕсемпе - Лидия Антоновăпа, Антонина Ларионовăпа, Елизавета Яковлевăпа, Вера Яковлевăпа пĕрле Шăмăршăри Культура керменне çỹренĕ: «Çĕнтерỹ чĕнĕвĕпе» пĕрле маскировка сечĕ çыхнă. Килти ĕç-пуç та чăрмантарайман вĕсене, çĕр улми çумланă чух - маттике, утă пуçтарнă чух кĕрепле-сенĕке анкартинче пăрахса хăварса çул çине тухнă. Ку - йышлăхпа пĕрлĕх тата яваплăх туйăмĕ!

Пурăнакан ялтах волонтерсен ушкăнне йĕркелени вырăнлă тесе шутланă Ираида Ивановна. «Эпир - Çĕнтерỹшĕн!» ушкăна йĕркелесе янă. Малтан Васан тĕп шкулĕнче 2 хỹтлĕх карри янтăланă. Кайран ялăн Культура çуртне куçнă. Унтанпа йыш та ỹснĕ. Пирвайхи «чĕкеçсем» çумне Алла Кузнецова, Лариса Саймулова, Надежда Кузьмина, Галина Васильева, Нина Захарова, Нина Полякова, Елена Исметова, Антонина Урмаева хутшăннă.

Малтанхи çулсенче мĕн чухлĕ маскировка сечĕ çыхнине никам та шутламан, 2025-çулта - 29, кăçалхи 3 уйăх хушшинче 15 хỹтлĕх карри çыхнине шута илнĕ. Вĕсене фронта çитернĕ, тав сăмахне те, çĕнĕ заказне те кĕтсе илнĕ.

Васансемпе кивĕшăмăршăсем тĕрлĕ акцире хастарлăх кăтартаççĕ. Пĕтĕм Раççейри «Пĕрлĕхлĕ Раççей» парти пуçарнипе йĕркеленĕ «Паттăрсене - ăшă», «Паттăра - Мăнкун парни», «Салтака - çыру» акцисенче нумай çăм нуски çыхса, Мăнкун çăмартипе ытти апат-çимĕç хатĕрлесе-туянса, шкул ачисемпе çырусем шăрçаласа ăсатрĕç. Хальхи «Фронтри Мăнкун карçинкки» акцие те хапăл турĕç.

Васан ял территори уйрăмĕнчен гуманитари тиевне сахал мар ăсатма май килнĕ. Ял çыннисен вăйĕпе туянса тĕплĕн юсанă УАЗ машинăна гуманитари япалисемпе пĕрле Борис Смаев ентеш (питĕ шел, паттăрла çапăçса вилнĕ вăл) патне çитернĕ. 2024-çулта срочнăй службăра тăракан Николай Якушов ентеш полкне - Курск тăрăхне - гуманитари пулăшăвне леçнĕ ял çыннисем. Сăмах май, Курск енне - фронтри лару-тăрăва пула инкек тỹсекен çынсем патне - Ираида Ефимова хăй кăна 50 банкăна яхăн консерваци (помидор-хăяр, хĕллехи салат) парса янă. Ушкăн ертỹçи фронт валли хăй аллипе 100 штук окоп çурти, нумай супăнь тунă. Çавăн пекех ял-йыш пухнă пахча çимĕçе Виçпỹрт Шăмăршă ялĕн гуманитари машининчен - Федор Маловпа Владимир Абсалямов йĕркеленипе-леçнипе - кирлĕ çĕре çитерме май килнĕ.

Аманнисене тимлĕх уйăрма та манмаççĕ. Кăçалхи февралĕн 21-мĕшĕнче И.Ефимова ЧР мобилизаци уйрăмĕн, гражданла оборонăн ятарлă программисен округри начальникĕпе Ольга Ичанкинăпа пĕрле Хусанти çар госпитальне çитсе килчĕ. Кунта сипленекенсемшĕн Чăваш Енĕн аякри ялĕнчен çитнĕ апат-çимĕç, вырăн таврашĕ, çи-пуç Тăван çĕр-шыв хỹтĕлевçи кунĕ умĕн питĕ пысăк парнепе кучченеç пулнă. Игорь Быков - транспортпа, Лидия Антонова «шăмă» минтерпе, ял хастарĕсем ытти япалапа пулăшни - мухтава тивĕçлĕ ĕç!

Ыр кăмăллăх концертне хутшăнса, «Тевет» фольклор ансамблĕ халăх чунне юрă-сăвăпа патриотизмпа витерет, пĕрлехи кассăна укçа-тенкĕ хывать. Ку - сỹнми пархатарлăх!

СВО участникĕсене пулăшассинче пысăк тỹпе хывнăшăн «Эпир - Çĕнтерỹшĕн!» ушкăнăн членĕсене ял территори уйрăмĕн Хисеп грамотипе чыс- ланă. Ираида Ефимова ертỹçе вара ЧР Пуçлăхĕн Тав çырăвĕпе, ЧР Обществăлла Палатин медалĕпе наградăланă. Чи хаклă награда вара - хỹтĕлевçĕмĕрсен тав сăмахĕ.

... Гуманитари япалисене хатĕрлесси пĕр кунлăха та чарăнмасть Васан ял территори уйрăмĕнче. Хатĕр хỹтлĕх япалисене, апат-çимĕçе, гигиена хатĕрĕсене тата ыттине отпуска килекен ентешсенчен, «Çĕнтерỹ чĕнĕвĕ», «Веçех - Çĕнтерỹшĕн!», «Çĕнтерỹ - пирĕн енче пулать!» пуçару ушкăнĕсем урлă парса яраççĕ.

- Пирĕн пулăшу кирек хăш наци салтакĕ патне çитсен те, савăнатпăр. Кашниех - Раççейĕн хỹтĕлевçи-çке, - теççĕ вырăнти патриотсем.

Çак сăмах Раççейри - Халăхсен пĕрлĕхĕн тата Чăваш Енри Халăхсен туслăхĕн çулталăкĕнче уйрăмах пĕлтерĕшлĕ.



27 марта 2026
14:08
Поделиться