«Хур», «чике», «майра пуç»...

«Хур», «чике», «майра пуç»...

НУМАЙ ĕмĕр хушши хресченĕн тĕп çĕр ĕç хатĕрĕ суха пуç пулнă. Чăнах та, суха пуçĕпе 2-4 вершукран (9-18 сантиметр) тарăнрах сухалайман, ытларах ярсан вăйсăр лаша часах халран кайнă.

Историксем çирĕплетнĕ тăрăх, Чĕмпĕр кĕпĕрнин Пăва уесĕнче тимĕр плугпа 1895-1900-çулсенче усă курма тытăннă. Ăна малтан пуян хресченсем çеç туянма пултарнă. Çак плуга Воткинск (Вятка кĕпĕрни) хулинче туса кăларнă, купецсем Пăва тата Улатăр ярмăрккисене илсе килсе сутнă.

Пăва уесĕнче 1911-çулта килĕрен çỹресе çырав ирттерни (подворная перепись) çакна кăтартса панă: Шăмăршă, Шамккай, Турхан тата Помай вулăсĕсем - тимĕр плуг туянас тĕлĕшпе - ыттисенчен лайăхрах ĕçленĕАкă Асанкассинче - 37, Пăчăрлă Пашьелĕнче - 76, Варваринăра - 7, Никишинăра - 25, Вырăс Чукалĕнче - 34, Кивĕ Чукалта - 58, Шамккайра - 33, Улмаллăра - 12, Пăчăрлă Пашьел ялĕ çумĕнчи хуторта - 2, Энтĕрьелĕнче - 30, Патирекре - 36, Капар çырми çинчи Палтиелĕнче - 18, Матак çырми çинчи Палтиелĕнче - 5, Палтиел Уразлеевăра - 13, Васанта - 30, Ярăславра - 21, Тури Чаткасра - 39, Кахăрлă Шăхалĕнче - 17, Пуянкассинче - 24, Ирçе Тĕккинче - 21, Хайпăлара - 14, Анат Чаткасра (Николаевское) - 78, Çĕнĕ Шăмăршăра - 24, Кивĕ Шăмăршăра - 32, Виçпỹрт Шăмăршăра -  48, Виçпỹрт Шăмăршă ялĕ çумĕнчи хуторта - 2, Шăмăршăра - 27, Карапай Шăмăршăра - 26, Çĕнĕ Тăрăнта - 6, Пулмантăшра (Çĕнĕ Чукал) 41 кил-хуçалăхра тимĕр плуг пуррине шута илнĕ. Малтан - пĕр касăллă, унтан икĕ касăллă плуг туянма пултарнă.

Çапах та плуг хаклă тăнă, ăна туртма та икĕ лаша кирлĕ пулнă. Çавăнпа та хресченсен пысăк пайĕ йывăç суха пуçĕнчен хăпайман.

1911-çулхи çыравра ака-суха тума пултаракан лаша шутне те кăтартнă: Асанкассинче - 185, Пăчăрлă Пашьелĕнче - 338, Варваринăра - 20, виçĕ Никишинăра - 78, Вырăс Чукалĕнче - 116, Кивĕ Чукалта - 269, Шамккайра - 166, Улмаллăра - 67, Пăчăрлă Пашьел ялĕ çумĕнчи хуторта - 1, Энтĕрьелĕнче - 99, Патирекре - 150, Капар çырми çинчи Палтиелĕнче - 129, Матак çырми çинчи Палтиелĕнче - 41, Палтиел Уразлеевăра -58, Васанта - 163, Ярăславра - 126, Тури Чаткасра - 114, Кахăрлă Шăхалĕнче - 64, Пуянкассинче - 108, Ирçе Тĕккинче - 75, Хайпăлара - 106, Анат Чаткасра (Николаевское) - 246, Çĕнĕ Шăмăршăра - 96, Кивĕ Шăмăршăра - 153, Виçпỹрт Шăмăршăра - 212, Шăмăршăра - 108, Виçпỹрт Шăмăршă ялĕ çумĕнчи хуторта - 5, Карапай Шăмăршăра - 192, Çĕнĕ Тăрăнта - 49, Пулмантăшра (Çĕнĕ Чукал) 185 лаша усрани паллă.

Хресчен çуркунне тăпра пиçсе çитмесĕр хире тухман. Тăпра ĕл- кĕрнине ватă çынсем пир йĕмне антарса çĕр çине ларнипе пĕлнĕ: ỹт-пĕве сивĕ пулсан - акма тăхтамалла, сивви питех палăрмасан - акана тухма юрать. Нихăçан та - йăнăшман. Кун пирки мана иртнĕ ĕмĕрĕн çитмĕлмĕш çулĕсенче Кивĕ Чукалти Антон Петрович Малеев учитель каласа панăччĕ.

Шăмăршă, Шамккай, Турхан тата Помай вулăсĕсенче тĕп культура ыраш шутланнă. Ырашран çăкăр çеç пĕçермен, сăра тума салат та хатĕрленĕ. Çавăн пекех сĕлĕ валли те хир уйăрма тăрăшнă. Сĕлĕ - лаша апачĕ, унсăр пуçне ăна çăнăх валли те авăртнă. Сĕлĕ кĕселĕпе пĕлĕмне юратса çинĕ.

Виççĕмĕш вырăнта урпа тăнă. Çак культурăн тухăçĕ - ырашран пысăкрах. Енчен те ыраш калчи лайăх хĕл каçаймасан, çĕре пăсса урпа акни выçлăх пуласран хăтарнă.

Пирĕн тăрăхра тулă акма ХIХ- ĕмĕр вĕçĕнче - ХХ-ĕмĕр пуçламăшĕнче тытăннă. Тулă çăнăхĕнчен пĕçернĕ шурă çăкăра (кулачă) ярмăрккăра е пасарта çеç туянма пултарнă.

Çурхи культурăсенчен пăрçа, ясмăк, вир тата хура тул акса тунă. Кашни хресченех йĕтĕнпе кантăр валли мĕн чухлĕ те пулин вырăн уйăрма тăрăшнă. Ỹстернĕ кантăра шыва ярса 12-14 кун тытнă та кăларса типĕтнĕ. Сỹсне тылăпа тылласа шăмминчен уйăрнă. Ун хыççăн çак сỹсе килĕре кисĕппе тỹсе çемçетсе тура хупланă, кĕрепенкĕпе якатса тура шăл тунă. Вара тин кантăр сỹсĕ авăрлама юрăхлă пулнă. Хатĕр çипе хутăрласа хунă. Çипе çумалла, тепĕр чухне тата пĕветмелле пулнă. Хатĕр çипне кункăчăланă та пир тĕртекен хатĕрпе тĕртме тытăннă. Тĕртнĕ пиртен кĕпе-йĕм çĕленĕ.

Кĕпе-йĕм çĕленĕ чух «хур» тата «чике» виçесемпе усă курнă. Пĕр хур  82-86 сантиметр. Пĕр хурта - икĕ чике. Апла пулсан чике 41-43 сантиметрпа танлашать. Кукамай хĕрарăм кĕпи çĕлеме 6 е 7 хур каять тенине лайăх ас тăватăп. Качча каяс хĕрсем ал шăлли валли тĕрлеме икĕ хур касса илнĕ.

Тырă пуçтарса кĕртнĕ çĕрте те хăйне евĕр виçе пулнă. Кунта чăн пĕчĕкки - кĕлте. Пилĕк-ултă кĕлтене пĕрле типĕтес шутпа лартса хунине майра пуç тенĕ. Кайран 30-40 кĕлтене пучахĕсене шалалла туса купаласа çĕмел тунă. Çакăн хыççăн çĕмелти (суратри) кĕлтесене турттарса йĕтем çинче капана хывнă. Ăна шыв каймалла мар купалама пĕлекен çынсем ăсталанă. Капанра 30-40 лав е ытларах та пулма пултарнă.

Авалхи хресченсем çуркуннерен пуçласа кĕркуннеччен çирĕм мăшăр çăпата «ĕçлĕхрен тухать» (пĕтет) тенĕ. Чăннипех те, йывăр пулнă ял çыннин пурнăçĕ, çапах та вăл - чунпа хуçăлмасăр - тырăпа тата выльăх-чĕрлĕх юр-варĕпе çĕр-шыва тăрантарма вăй çитернĕ.

Ив.САЛАНДАЕВ.

(Статья çырнă чух автор Ульяновск облаçĕн патшалăх истори архивĕн докуменчĕсемпе усă курнă).



27 марта 2026
14:14
Поделиться