Кама тарăхнă-ши?
КУ - апрелĕн 1-мĕшĕнчи шỹт мар, чăн-чăн пулни. Палтиелĕнчи Школьная, Гагарин, Тукай урамĕнче пурăнакансем чылайранпа шыв çуккипе тарăхнă, çăхав прокуратурăна та çитнĕ. Прокуратура ыйтнине тивĕçтерсе, Чăваш Республикинчи патшалăх пурăнмалли çурт-йĕр инспекцийĕ Палтиелĕнче ятарлă тĕрĕслỹ ирттернĕ, шыв мĕншĕн пулманнин сăлтавне тупса палăртнă.
Тĕрĕслỹ хыççăн çырнă актри йĕркесене вырăслах илсе кăтартатпăр: «...Житель с.Трехбалтаево самостоятельно спускался в колодец и перекрывал кран, что приводило к отсутствию воды на указанных улицах. Об этом подтверждают сами жители».
Кама тарăхнипе виçĕ урама шывсăр хăварнă-ши ятне асăнман çав çын? Хулиганла ĕçшĕн хăйне çирĕп ответ тыттарма пултарни çинчен шутлама ăсĕ çитмен-ши?