«Канашне - Канаш та...»

«Канашне - Канаш та...»

ШĂМĂРШĂРАН аякра - Тутарстан ялĕсем хушшинче - вырнаçнă Канаш паççулккине пирĕн тăрăхра нумайăшĕ пĕлет ĕнтĕ. Пĕлменнисем те пур иккен. Çавна пулах кулăшла самантсем те сике-сике тухаççĕ.

Акă паççулккăра пурăнакан пĕр çын нумаях пулмасть Шăмăршăри çамрăк предпринимателе пластик чỹрече хатĕрлеме заказ панă. Вунă штук. Авансне те тỹленĕ. Адресне те çырса хăварнă: «Канаш, Анаткас урамĕ, 20-мĕш çурт».

Хайхи, пĕр уйăха яхăн вăхăт иртсен, заказ панă çыннăн телефонĕ сас парать.

- Эпир - Канашра, анчах Анаткас урамне тупаймастпăр, - пăшăрханса калаçать предприниматель. - Чукун çул леш енче пурăнмастăр-и?

- Мĕнле чукун çул? - тĕлĕнет заказчик. - Пирĕн Канаш паççулккинче нимĕнле чукун çул та çук. Урамĕ те - пĕрре кăна. Эпир Сире иртенпех кĕтетпĕр.

- Адресăра «Канаш» тесе кăтартнă та, эпир чỹречесене çав хулана тиесе кайрăмăр, - тарăхнине пытараймасть предприниматель.

- Вара Эсир пирĕн яла пĕлетĕр пулĕ терĕмĕр. Эпир - Канашран, анчах хулара мар, пĕчĕк кăна паççулккăра пурăнатпăр.

Ним те тăваймăн, предприниматель мăкăртата-мăкăртата каялла Шăмăрша таврăнать. Унтан - Тутарстанри «Çĕпрел-Пăва» çулĕпе - каç енне Канаш паççулккине те çитет.

- Паççулккăр ятне тĕрĕс пама пĕлмен! - тарăхса калаçать хаклă вăхăтне ахалех сая янă хуçа. - Мĕншĕн Горький темен тата?

- Ятне асаттесем панă, - шỹтле-шỹтле сăмахлаççĕ канашсем. - Горький тесен, Шăмăршă округĕнче çак ятлă пуççулккă та пур!

ЧĂН АХ ТА, асаттесем романтика мĕнне лайăх чухланă çав. Акă пĕррехинче эпир Карапай Шăмăршă çывăхĕнче - аслă çул хĕррине «Ясная поляна» тесеçырса çапнă хăма патĕнче - турист автобусĕ чарăннине асăрханăччĕ. Çакă пире те интереслентерчĕ, вĕсем патне пырса калаçу пуçартăмăр.

- Вырăссен чаплă писателĕн Лев Николаевич Толстойăн музейĕ аякра-ши? - ыйтрĕç пирĕнтен çамрăк майрасем.

Тỹрех ăнлантăм-ха: туристсем Толстой ăçта çуралнине, ăçта пурăннине пачах та пĕлмеççĕ иккен!

- Аякрах мар - Тула облаçĕнче, - кула-кула каларăм эпĕ туристсене. - Пирĕн патăмăрти Ясная Полянăра эсир Толстой музейне шыраса тупаймăр!

- Ял ятне пама пĕлмен! - кăмăлсăрланчĕç майрасем. - Эсир каламан пулсан, вăрман çулĕ çине кĕреттĕмĕр вĕт!

- Ял ячĕ - питĕ чаплă! - хавхаланса калаçрăм эпĕ. - Пирĕн енче литературăна юратакан илемлĕ чунлă çынсем пурăнаççĕ. Эсир тепĕр яла - Яблоновкăна (чăвашла - Улмаллă) - кайса курăр-ха. Унта тахçан ĕлĕк Кĕтерне патша та пулнă теççĕ.

Туристсем пирĕнпе кăмăллăн калаçса уйрăлчĕç. Вĕсен çулĕ Чĕмпĕрелле выртрĕ. Çапах та «Ясная поляна» тесе çырнă чарăну тĕлĕнче ушкăнпа сăн ỹкерĕнме манмарĕç. Киле таврăнсан: «Лев Толстой çĕр-шывĕнче пултăмăр», - теме пулать-çке!

Ив.САЛАНТАЙ.



27 марта 2026
14:10
Поделиться