Кулăш хумĕ çинче
- Вова, урокна турăн-и?
- Çук. - Мĕншĕн?
- Сахал пĕлетĕн - канлĕ çывăратăн.
ххх
Вĕрентекен:
- Ăнланмастăп, пĕр çын килти ĕçе тунă чух çакăн пек нумай йăнăш тумасть пулĕ...
Вĕренекен:
- Эпĕ пĕччен тумарăм киле панă ĕçе. Мана атте пулăшрĕ.
ххх
- Шкул ачишĕн чи пысăк телей мĕн вăл?
- Карантин!
ххх
- Атте, «Ĕмĕр пурăн - ĕмĕр вĕрен» тени питĕ ăслă шухăш вĕт?
- Паллах.
- Вăт, атте, мана виççĕмĕш класра вĕренмешкĕн иккĕмĕш çула хăварчĕç...
ххх
Вĕрентекен:
- Робин Гуд чухăнсене мĕн валеçнĕ?
Вĕренекен, асăрханса:
- Вайфай.
ххх
Вĕрентекен - çамрăк хĕрарăм - чарусăр ачана вăрçать:
- Эпĕ пĕр эрнелĕхе те пулин санăн аннỹ пулас пулсан, эсĕ лайăх енне улшăннă пулăттăн...
- Юрать, аттепе калаçса пăхăп...
З.ВОРОБЬЕВА пухса хатĕрленĕ.