Çĕнĕ маршрутсем уçăлĕç
ЧĂВАШ Республикин Пуçлăхĕн пуçарăвĕпе кăçалхи апрель уйăхĕнче муниципалитетсем хушшинче 5 çĕнĕ маршрут уçăлĕ. Çав шутра автобус Шăмăршă-Патăрьел маршрутпа та çỹреме пуçлĕ. Çул çỹрев хакĕ - 56 тата 44 тенкĕ. Автобус çула тухнин графикне Патăрьел больницин ĕç графикĕпе килĕшỹллĕн йĕркелеççĕ.
Е.ЖОЛОБОВА.