Надежда УГАРИНА: «Хир юртан тасаласса çеç кĕтетпĕр»

Надежда УГАРИНА: «Хир юртан тасаласса çеç кĕтетпĕр»

ПУЯНКАССИНЧИ Надежда Угарина фермер çĕр ĕç культурисем çитĕнтерессипе пысăк опыт пухнă. Иртнĕ çул та уй-хир лайăх тухăçпа савăнтарчĕ. Паллах ĕнтĕ, кăçалхи ĕмĕт те пысăк. Çак кунсенче эпĕ çĕр хуçипе курса калаçрăм.

- Надежда Михайловна, çур аки çывхарать вĕт, сисетĕр-и?

- Чун паянах хирте, ана юртан тасаласса çеç кĕтетпĕр. Ăçта мĕн акмаллине малтанах палăртса хутăмăр.

- Апла пулсан, мана та ĕç планĕпе паллаштараймăр-ши?

- Урпа - 100, çурхи тулă - 30, пăрçа 70 гектар йышăнĕ. Кăçал тата 100 гектар хĕвел çаврăнăш акасшăн. Вăрлăх çителĕклĕ, лайăх пахалăхлă Элита сортсене анлă çул паратпăр.

- Çунтармалли-сĕрмелли материалсемпе минерал удобренийĕ пирки мĕн калама пултаратăр?

- 10 тонна - солярка, 48 тонна удобрени туянса хутăмăр. Топливо та, «çĕр çăкăрĕ» те хамăра кирлĕ чухлĕ пур. Çурхи культурăсем шăтса тухсан апатлантарма вита- минсем те туяннă.

- Техника та хатĕр пулĕ?

- Паллах. Инженерĕ ман мăшăр вĕт - шанчăклă çын! Пирĕн икĕ МТЗ трактор та - çĕнĕ, кăкарса ĕçлемелли техника та юсавлă.

Мĕн пур хире кĕркунне лайăх сухаласа хăвартăмăр. Юр кайса пĕтсенех ана çине сỹре агрегачĕ тухĕ, унтан культиваци туса акма та пуçăнăпăр.

Çур акине Сергей мăшăрăмпа Дима ывăлăм та тỹсеймесĕр кĕтеççĕ. «Çынсем канма ăшă енне каяççĕ, эпир вара хирте хĕвелпе пиçĕхетпĕр, тăри юррине итлесе хавхаланатпăр», - çапла шỹтлеççĕ манăн çывăх çыннăмсем. Эпĕ тевĕсемпе пĕрле савăнатăп. Çакă мар-и-ха çемье телейĕ?

Ив.САЛАНДАЕВ калаçнă.



27 марта 2026
13:57
Поделиться