Патриотсем - юнашар
Кивĕ Чукал ялĕн хавалĕ - ыттисемшĕн кăтартуллă. Кирек епле ĕçре те пуçаруллă та хастар, яваплă та тăрăшуллă кунти çынсем. Субботникра тар тăкса тăван яла хăтлăх кĕртеççĕ, хуйхă-суйхăра пĕр-пĕрне пулăшу аллине тăсса параççĕ. Пĕрлехи ĕçре - ăмăртса вăй хума, уявра çын ăмсанмалăх илемлĕ канма пултараççĕ кивчукалсем.
Ятарлă çар операцийĕ пуçланнăранпах салтакăмăрсене пулăшса тăраççĕ. Маларах хăйсен укçи-тенкипе УАЗик туянса, ун çине тĕрлĕ япала тиесе фронта ăсатнăччĕ.
Кивĕ Чукал ял территори уйрăмĕн начальникĕ Александр Чамеев тата округри депутатсен Пухăвĕн депутачĕ Людмила Карзанова пуçарнипе-йĕркеленипе, нумаях пулмасть ял-йыш тата хуласенчи ентешсем, пĕр чăмăра чăмăртанса, пысăк сумма укçа-тенкĕ пухрĕç. Унпа фронтри УАЗик валли питех те кирлĕ япаласем туянчĕç. Вĕсем: кустăрмасем (дисксемпе пĕрле), 2 тепловизор, автономлă обогреватель, аккумулятор, 50 метрлă кабельсем, автокамера. Гуманитари япалисем фронта çитни мăнаçлăха ỹстерет.
Нухратăн пĕр пайне çар госпитальне (унта хамăр ентеш сипленет) куçарчĕç, маскировка сечĕ çыхмалли хатĕрсем туянма уйăрчĕç. Паллах, юлнă укçа-тенке ентешĕмĕрсен заказĕпе гуманитари япалисем туянма пуçтарса хучĕç.
Ырă кăмăллăх акцийĕнче çак граждансем хастарлăх кăтартрĕç: 20-шер пин тенкĕ куçарнă Петр Малеев тата Людмила Карзанова, 10-шар пин тенкĕ панă Александр Артемьев, Григорий Ильин, Владимир Карзанов, Владислав Карзанов, Петр Владимирович Карзанов, Петр Александрович Карзанов, Петр Мандрюков, Илья Сергунов тата нумай-нумай çын. Пенсионерсене уйрăмах пысăк тав сăмахĕ калас килет.
Кивчукалсен пархатарлăхĕ умĕнче çĕре çити пуç таятпăр. Тылри çакăн пек патриотсем ĕнтĕ фронтри салтакăмăрсемпе пĕрле Çĕнтерĕве туптаççĕ.