Пуянкассинче нашлемник çыхаççĕ
Ята рлă çар операцийĕ пуçланнăранпах Пуянкасси ял территори уйрăмĕн гражданĕсем салтакăмăрсене пулăшассине пирвайхи тивĕçĕ вырăнне хураççĕ. Фронта, ун çывăхĕнчи ял-хулана, çар госпиталĕсене гуманитари япалисем пухса-хатĕрлесе ăсатаççĕ.
Хастар хĕрарăмсемшĕн маскировка сечĕ, «пурнăç» сулли, «типĕ» яшка янтăласси ал çемми пулса тăчĕ. Çĕнĕрен те çĕнĕ хỹтлĕх япали тума вĕренеççĕ пуянкассисемпе кахăрлăшăхальсем. Акă нашлемник çыхмалли ăсталăха та алла илчĕç. Пуçа тăхăнмалли хатĕр Раççей салтакĕсене çав тери кирлĕ. Вăл снайпертан та, пилотсăр вĕçекен аппаратран та лайăх хỹтĕлет, çавна май хỹтĕлевçĕмĕрсен пурнăçне упраса хăварма пулăшать.
Ылтăн алăллă Çыннăмăрсем умĕнче пуçа таятпăр.