Пуянланĕ Шăмăршă вăрманĕ

ФЕДЕРАЦИН «Ешĕл экономика» проекчĕпе килĕшỹллĕн, Шăмăршă округĕнчи вăрманçăсем çут çанталăк пуянлăхне ỹстерсех пыма тăрăшаççĕ. 2025-çулта вĕсем 115 пин тĕп ытла хыр тата 170 пин тĕп ытти йывăç лартнă. Çамрăк хунавсен пысăк пайĕ лайăх чĕрĕлнĕ.

2026-çулта хыр, юман тата ытти культура пĕлтĕрхинчен сахал мар лартма палăртнă. Вăрман ĕçченĕсем халĕ пикенсех йывăç лартмалли çуркуннехи тапхăра хатĕрленеççĕ. Юр кайсанах вăрманта пушар тухас хăрушлăх та ỹсет. Лесничествăсем вут-кăварпа кĕрешмелли ятарлă техникăна тĕплĕн юсаса хатĕрленĕ.

Е.ЖОЛОБОВА.



27 марта 2026
14:07
Поделиться