«С2Н5ОН» - мĕн вăл?»
СТУДЕНТСЕМ те тепĕр чух кăштах эрех-сăра ĕçеççĕ. Экзамен тытнă-и унта, сессие «хỹресĕр» вĕçленĕ-и - паллă тумаллах! Теприсем - ăнăçлах вĕренсе пырайманнисем - «хỹрешĕн» пăшăрханса та черкке тытни пул- калать.
Иванов студент - химик пулма хатĕрленекенскер - хула хĕрринче пурăнакан паллакан карчăкран сăмакун туяннă та çур кружкăна хăй ĕçнĕ. Хуйхине лăплантарасшăн пулнă ĕнтĕ. Ỹсĕрĕлме пуçланăскер, общежитирен тухса хула тăрăх сулланкаласа пынă.
Шăпах çак самантра полици нарячĕ тĕрĕслеве тухнă. Аран-аран утакан çамрăк çынна вĕсем - машинăна тĕртсе кĕртсе - дежурнăй чаçе илсе çитереççĕ.
- Мĕн ĕçрĕн? - кăшкăрсах ыйтнă хăранипе урăлма та пуçланă студентран дежур- ствăра ларакан сержант.
- С2Н5ОН, - хуравлать пулас химик.
- Хими наркăмăшĕ-и? Наркотик мар-и?
- С2Н5ОН - наркăмăш мар, - тỹрре тухасшăн студент.
Хайхи сержант нумай калаçса тăмасть - тỹрех «Васкавлă пулăшу» уйрăмне шăнкăравлать. Кăштах тăрсан медиксем персе те çитеççĕ. Вĕсем те студентран мĕн ĕçни пирки тĕпчеççĕ.
- С2Н5ОН, - каллех хăйĕннех перет Иванов.
Çакна илтсен «Васкавлă пулăшу» çыннисем ахăлтатсах кулса яраççĕ. Полици пĕлмесен те, вĕсем С2Н5ОН сăмакун формули пулнине чухланă çав.
- Урăхран çак усал шĕвеке ан ĕç! - ятланçи тăваççĕ студента. - Ĕçсен те, çын пек каласа ăнлантар. Сăмакун формулине пĕлменнисем те нумай. Юрать-ха, протоколта: «Наркотик тутаннă», - тесе çырман.
...ÇАК пăтăрмах хыççăн Иванов студент эрех-сăра ĕçме пачах та пăрахать. Полици- рен деканата нимĕнле хут та ярса паман - шелленĕ ĕнтĕ мĕскĕн студента.
Ив.АНАТКАС.