Сергей КУДРЯШОВ: «Культурăсăр  наци пулмасть»

Сергей КУДРЯШОВ: «Культурăсăр  наци пулмасть»

Культура ĕçченĕсен професси кунĕнче пирĕн корреспондент «Шăмăршă муниципалитет округĕн централизациленĕ клубсен тытăмĕ» автономи учрежденийĕн ертỹçипе Сергей Кудряшовпа тĕл пулнă. Вулакансене унран илнĕ интервьюпа паллашма сĕнетпĕр.

- Ырă кун пултăр, Сергей Валерьевич!

- Маншăн кунĕ ырă, Сирĕншĕн те ырă пултăр, Зинаида Ивановна!

- Çапла пултăр. Сергей Валерьевич, Сире Культура ĕçченĕн кунĕпе хаçатçăсен ятĕнчен саламласа ырлăх-сывлăх сунатăп. Ырми-канми ĕçĕр халăхшăн юрăхлă пултăр... Ай, сĕтелĕр çинче грамота выртать. Пăхма юрать-и? О-о-о! Чăваш Республикин Культура министерствин грамоти ку! (Аллине илсе вулать) «За большой вклад в развитие культуры...» Халĕ наградăпа саламлатăп, Сергей Валерьевич! Тата пысăкрах хисепе тивĕç пулăр!

- Тавтапуç!

- Кун пек чыса тивĕçлех Эсир. Мероприяти программисене еплерех хатĕрлесе ертсе пыратăр! Юрлатăр та, музыка енĕпе те, сценăна илемлетес тĕлĕшпе те вышкайсăр ăсталăхпа палăратăр... Раççейри - Халăхсен пĕрлĕхĕн тата Чăваш Енри Халăхсен туслăхĕн çулталăкне уçнă чухне залри çынсем сцена çинчен куç илеймерĕç. Кашни номер валли экран çине ку е вăл наци сăн-сăпатне евĕрлекен слайд тухса тăчĕ - юрă-ташă-сăвă тĕшшине уçса пачĕ. Халăхпа шỹтлесе, питĕ ансат пуплени Сире унпа тỹрех çывăхлатрĕ. Номерсем те пĕри тепринчен илĕртỹллĕ пулчĕç. Сирĕн - конферансьен - оратор ăсталăхĕ куракансен чунне витерчĕ. Талант!

- Ырă сăмахшăн тав! Чăннипе, культура ĕçченĕн çынсен чунне «вăратма» пĕлмелле. Хăйĕн тыткаларăшĕпе, пултарулăхĕпе, культурипе кураканăн чун-чĕрине тыткăнламалла. Ку - унăн тивĕçĕ. Унсăрăн ăсталăхĕ пуш чечеке çаврăнать.

- Калăр-ха, Турă панă талант е аçăр-аннĕртен куçнă ăсталăх пулăшнă Сире культура сферине лекме?

- Малтанах каласа хăварам, эпĕ Шăмăршăра 1976-çулхи июнĕн 15-мĕшĕнче çуралнă. Мана пурнăç пилленĕ çыннăмсем культурăпа пачах та çыхăнман (кулать). Аттем - Валерий Анатольевич (чунĕ канлĕхре пултăр) милици ĕçченĕ пулнă, аннем Елизавета Михайловна - бухгалтер. Эпĕ 1-2-классенче вĕреннĕ чухне хам тĕллĕн хут купăс калама вĕрентĕм. Тутарстанри кукамайăн крыльци çине ларса хут купăса нăртлаттараттăм. Шăмăршăри музыка шкулĕнче Клавдия Хазиева преподаватель пулăшнипе 1-мĕш сасăпа юрлаттăм. Хор кружокне те çỹ- реттĕм. Пианино, сальфеджио калама хăнăхрăм. Унтан спорта юратса пăрахрăм. Çарти ушу, каратэ енĕпе пиçĕхрĕм. Район центрĕн шкулĕнче вĕренни мана Интернацио- налла туслăх клубĕпе (КИД) çывăхлатрĕ. Валентина Урахова вĕрентекен ертсе пынипе кампа кăна çыхăну тытман эпир! Ăçта кăна пулман? - Пысăк хуласенче, Украинăра, Белоруссире... Пĕтĕм Союзри «Артек» пионер лагерьне те çитнĕ. Эпĕ туслă тĕл пулусенче юрлаттăм, хут купăс калаттăм. А, çакна калам-ха тата. Эпĕ хам вĕренекен класра лидерччĕ, культурăпа массăллă мероприятисен йĕркелỹçиччĕ. Мĕн кăна ирттермен! «Атьăр-ха, хĕрсем!», «Атьăр-ха, каччăсем!» конкурссем, КВН ирттерессипе чапа тухнăччĕ пирĕн класс. Вĕрентекенсем пире шкулта мероприяти йĕркелеме шанатчĕç.

- Ачаранах пуçаруллă пулнă Сергей Кудряшов...

- Çапла пулĕ. Вăтам шкултан ăнăçлă вĕренсе тухсан мана Шăмăршă район администрацийĕн культура пайĕн ертỹçи Борис Мишкин ЧР Культура министерствинчен тĕллевлĕ (целевое) направлени илме сĕнчĕ-пулăшрĕ. Республикăри 22 çамрăкран 5-шне суйласа илчĕç, эп те ку ушкăна лекрĕм. Çапла вара Хусанти патшалăх культурăпа искусствăсен институчĕн студенчĕ пулса тăтăм. "Кану пĕрлешĕвĕсен организаторĕ-консультанчĕ" специальноçа шĕкĕлчерĕм. Пĕлетĕр-и, Зинаида Ива- новна, эпĕ пирвайхи курсран пуçласа мĕн вĕренсе тухичченех ĕçленĕ. Мана сасă операторĕн ĕçне тума шанчĕç. Мероприятисенче ку тивĕçе тăрăшса пурнăçлаттăм. Ку должноçăн ячĕ - техника хатĕрĕсен преподавателĕ.Пулас культура ĕçченĕсене - заочниксене - аппаратурăпа ĕçлеме хăнăхтараттăм, «зачет» лартса параттăм. Çав хушăрах хам та профессие алла илме хатĕрленнĕ вĕт-ха.

- Çамрăк пулнă - ĕлкĕрнĕ.

- Диплом илсен, 1997-çулта, Тăван çĕр-шыв умĕнчи тивĕçе пурнăçлама пуçларăм. Шупашкарти ятарлă милици батальонĕнче тăтăм 3 уйăх, унтан Дагестана ячĕç. Кизляр хулине лекрĕм. «Вĕри» точкăра 50 градус шăрăхра аэропорта террористсенчен хỹтĕ лерĕмĕр.

Культура манран пĕртте «хăпман». Çарта эпĕ салтаксене гитара, пианино калама вĕрентрĕм. 1998-çулхи майăн 9-мĕшĕнче Кизлярти Культура керменĕнче Çĕнтерỹ кунĕ ячĕпе концерт лартма аслисенчен ирĕк ыйтса илтĕмĕр. «Ямаха» син- тизатор «пулăшнипе» «Пора домой» юрра янратрăмăр. Полк ура çине тăрса итлерĕ вĕт. Вăт çапла.

- Салтаксен кăмăлне çĕкленĕ апла.

- Çапла. 1998-çулхи февралĕн 19-мĕшĕнчен пуçласа паянхи кунччен тăван районта (округра) тăрăшатăп. Шăмăршăри Культура керменĕнче сасă операторĕнче ĕçлерĕм малтан. «Островок» вокалпа инструментсен ансамбльне те йĕркелерĕм, халăх питĕ савăнчĕ. Культура учрежденийĕн коллективне те пĕр вăхăт ертсе пытăм. Унтан централизациленĕ клубсен тытăмĕн ертỹçин «лавĕ» ман çине тиенчĕ (кулать).

- Эсир, мероприяти ирттернисĕр пуçне, интернет-ресурс урлă нумай ĕç тăватăр-ха.

- Ку тĕрĕсех. Сайтсене информаци лартатăп, ĕç кунне ку тивĕçрен пуçлатăп. Фото тата видео ỹкересси чун туртăмĕ пулса тăчĕ. Ку - тĕп ĕçĕме çынсен умне кăлармалли питĕ лайăх мел. Шкул ачисем, ĕçтешĕмсем умĕнче ку енĕпе Ăсталăх класĕ йĕркелетĕп - çынсем кăмăллă.

- 2021-çулта Хусанпа Сăр тăрăхĕн хỹтĕлев чиккисене тăвакансен паттăрлăх çулталăкне халалланă республика конкурсне «Курăнман фронт» фильм ỹкерсе тăратнăччĕ Эсир.

- Çапла, çапла. Округри культура ĕçченĕсемпе пĕрле ỹкертĕмĕр фильма. Чăн пурнăçри пекех тесе хакларĕç пирĕн ĕçĕмĕре. Жюри 1-мĕш вырăн пачĕ çак искусство тĕсĕшĕн. Кунта манăн тỹпе пурри мăнаçлантарать. Вырăнти материал историшĕн питĕ пĕлтерĕшлĕ.

Аса илтĕм, 2023-çулта 10-мĕш Регионсем хушшинчи Халăх пултарулăхĕн, йăли-йĕркипе традицийĕсен видеофильмĕсен конкурсĕнче мала тухрăм тата, Диплома тивĕçрĕм. Эпĕ Кивĕ Чукал ялĕнче ĕçтешĕмсем «Утă çи» йăла-йĕркене кăтартнине ỹкернĕччĕ. Мана Йошкар-Ола хулине награда илме пымашкăн йыхрав ячĕç. Чыслав Акатуйпа пĕр кунта пулнипе каяймарăм.

- Питĕ шел... Сергей Валерьевич, Эсир кинотеатр уçăлнăранпа администратор ĕçне те туса пыратăр вĕт-ха. Мĕнле йĕркелетĕр кино пăхас- сине, халăха пухассине?

- Чăн, администратор эпĕ. Тỹрех калам, кинотеатра халĕ çын пухма пĕртте çăмăл мар. Челябинск, Хусан хулисен тивĕçлĕ организацийĕсемпе çыхăнса ĕçлетĕп, Билет сутассипе, фильм туянассипе çыхăннă ку. Фильмсен расписанине те хамах йĕркелетĕп. «Пушкин карттипе» кинотеатра кĕртни - питĕ вырăнлă мел. Шкулсемпе калаçса татăлатăп, вара хăçан кам килмеллине графикра палăртатăп. Сăмах май, «Малыш» фильм экран çине тухнă. СВОпа çыхăннă пурнăç чăнлăхĕ кунта. Питĕ вăйлă фильм! Пурне те курма сĕнетĕп.

- Талантлă çын - пур енĕпе те талантлă теççĕ. Сергей Валерьевич, тата хăш ăсталă- хăр çинчен каламасăр хăвартăр?

- Ну, Зинаида Ивановна, вăйлă допрос тăватăр? Повар ĕçĕ - ман хобби!

- ?

- Пĕртте суймастăп. Эпĕ ĕçрен таврăнсан каçхи апат хатĕрлетĕп, мăшăрăма - Виолетта Владимировнăна - çăмăллăх пултăр тетĕп. Кану кунĕсем çемьешĕн - чăн-чăн уяв. Мăшăрĕ тата ашшĕ фирма блюди хатĕрлессе пĕлеççĕ те-ха. Интернет «сĕннипе», Сергей Валерьевич шутласа кăларнипе çĕнĕрен те çĕнĕ блюдо - тĕрлĕ тĕсли - сĕтел çине куçать. Пĕлетĕр-и, 5 ача пирĕн: 2 хĕрпе 3 ывăл, пĕр мăнук. Аслă ывăл - Егор - «аттем пек ăста повар пулатăп» тесе Шупашкарти апат-çимĕç технологийĕпе коммерци технологи техникумне вĕренме кĕчĕ.

- Ай-яй... Мĕнле пулсан та, культура тĕнчи малта тăрать Сирĕншĕн. Музыкăпа пурнăç тĕллевне çыхăнтаракана ырлатăр ĕнтĕ. - Ман шăллăм - Павел - Владимир хулинчи губернаторăн симфони оркестрĕнче вăй хурать, фагот инструменчĕпе калать. Ют çĕр-шывсене тухса çỹрет. Халĕрех акă Англире, Белоруссире пулчĕ. Искусство хăвачĕ - ăна сарнинче.

- Вăйлă! Сирĕн ĕçĕр халăха кирлине хавхаланса ĕçленинчен туятпăр. Ĕçĕре тĕрлĕ шайри наградăпа палăртнинчен пĕлетпĕр. Сăнăра 2023-çулта Шăмăршă муниципалитет округĕн Хисеп хăмине кĕртни те ăнсăртран мар. Халăх Сире юратать-хисеплет, малашне те ĕçĕр юрăхлă пултăр.

- Тавах. Тăрăшасчĕ. Культура кашни çын пурнăçĕнче пулмалла. Культурăсăр наци те пулмасть. Çакна асра тытар!

Зинаида СВЕКЛОВА калаçнă.



27 марта 2026
14:05
Поделиться