Шыв-шур инкек ан кỹтĕр
КĂÇАЛХИ январь-февраль уйăхĕсенче юр нумай çунипе çурхи шыв-шур сарăлас хăрушлăх пур. Шăмăршă муниципалитет округĕнче шыв илме пултаракан зонăсене палăртнă. Çавăнпа та маларах хатĕрленни вырăнлă.
Çурхи ейỹрен сыхланас енĕпе ĕçлекен комисси шыв юххисене юрпа пăртан, çỹп-çапран тасатмалли çинчен асăрхаттарать.
Çак тапхăрта граждансем яваплăха туйни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Пăр çỹхелсе пынă май Палтиел çывăхĕнчи шыв управĕпе ытти çĕрте пулă тытма чарнă.
О.ИЧАНКИНА.