Сысна пумилкки
«ХĔЛ хырăмĕ пысăк», - теççĕ халăхра. Çак каларăша эп кăçал, чăннипех, ăнланса илтĕм. Мĕн чухлĕ тырă-пулă, çитменнине тата витамин хатĕрленĕччĕ сысна самăртма! Хĕл хута лар пушанчĕ.
- Срочнă сыснана чикмелле, унсăрăн хамăра çăтса ярĕ тата, - терĕм мăшăрăма.
Тĕрĕссипе, виçĕ чух-чухран иккĕшне (5 пăт пурччĕ вĕсем) какая янăччĕ-ха, уйăх каялла. Хулари тăвансене кучченеçлĕх патăмăр пĕрне. Теприне Шăмăршă пасарĕнче сутса ятăмăр. Виççĕмĕшĕ пĕччен кичемленсе ывăнчĕ пуль. Арăмпа калаçса татăлтăмăр: вырсарникун юлашки сыснана пусса тирпейлемелле. Хам эп ку енĕпе специалист. «Ăш-чикне лайăх кăларса тирпейлетĕн», - тесе ялĕпех мана выльăх пусма йыхравлаççĕ. Пулăшакан пĕр çын çитет. Шăматкун 7-ри хĕрĕме хресна ашшĕне чĕнме ятăмăр. Кум, правурскер, çутăлнă-çутăлманах персе çитрĕ.
- Эсир мана чăнласах чĕнтĕр-и? Сысна пусмалла терĕ те крестненька... - сывлăш çавăрайми калаçрĕ хăй.
- Пысăк ĕç хускатнă чух кам шỹтлет? - касса татрăм эпĕ.
- Паян улталамалли кун. Апрелĕн 1-мĕшĕ. Мана арăм шăн пăр çине лартма ĕлкĕрчĕ те ĕнтĕ.
- Мĕнле?
- Уяв ячĕпе 50 грамм ыйтрăм та - ханша çук тет. Вăл шкап хыçĕнчех ларнă.
- Ĕçрĕн-и вара?
- Ăçта унта? Çук! Ман тоже гордость пур.
Ваттисен йăлипе пĕрер чĕркке янклаттартăмăр та ĕçе пикентĕмĕр.
Чух-чуха витерен сĕтĕрсе тухрăмăр. Туххăмрах çапса ỹкертĕмĕр. Хамăр та вăйлă: «Упа-ши элле?» - тесе шỹтлетпĕр.
Пĕррех чĕри тĕлĕнчен çивĕч çĕçĕпе пашлаттартăм. Асар-писер çухăраканскер, шăп пулчĕ. Чĕр чуна шеллетĕп, çавăнпа ăна асапран çийĕнчех хăтаратăп.
Иккĕнех сыснана каштаран çакса хутăмăр. Примуспа ĕнтме пуçларăмăр. Ăш-чикне кăларатпăр ак.
Ман Сăпанийĕм чупкаласа çеç çỹрет. Мунчаран вĕри шыв йăтса тăрать, савăт-сапа хатĕрлет. «Хаваслă тумламне» те ярсах тăрать. Хавхалану кирлех!
- Ỹпке-пĕверне парăр-ха кунта, суханпа ăшаласа хурам. Яшкана яма çакна парăр, - вĕткеленет пăрчăканăм.
Пĕрер сехетрен ĕçе вĕçлерĕмĕр. Пỹрте кĕтĕмĕр. Сысна пумилккине тумаллах.
- Чим-ха, - терĕ Сăпани. - Лисук куммана чĕнер-ха.Паян ĕçе каймалла мар. Ерçỹ тупĕ. Пыр-ха, хĕрĕм, хресна аннỹне чĕнсе кил, - хушрĕ çавăнтах Нинука.
- Пĕр саманта та ахаль ирттермест те, килĕ-ши... - иккĕлентĕм эпĕ.
- Ĕнентермелли сăлтав кирлĕ, прибежит как миленькая, - вырăсла-хутăшла «çăрать» кум.
- Ма?!
- Убедительнăй причинăсăр ура ярса пусмасть... Эпир çав «несчастнăй» аншарли пирки хирĕçсе илтĕмĕр ирхине. Ман, как-никак, арăмпа мир тумалла. Крестенька, кил-ха кунтарах, - сĕтел çинчи хут татки çине тем çырса хучĕ, ăна хуçлатрĕ те хĕрĕмĕре тыттарчĕ.
... Ĕçсе-çисе ларнă хушăра алăк яри уçăлчĕ те... кумма кĕрсе тăчĕ. Сулхăн çанталăка пăхмасăр çара пуçăн, кĕпе вĕççĕн хăй. Кăшкăрса йĕрет. Аллинче бинт, йод.
- Ах, чунăм, мĕнле асăрханмарăн-ха. Ăçта-ха уру?! Сăпани, тĕп сакайĕнчен упаленсе тухаканскер, виçĕ литрлă помидор маринадне лап ỹкерчĕ. Чăнкăр-р!..
- Ара, мĕн пулчĕ!
- Нинук хут таткине пачĕ те, чут йăванса каяттăм. «Урана пуртăпа касрăм», - тенĕ, бинт, йод ыйтнă. Ара, сирĕн аптечка тавраш çук-им, кумма?
- Акă вăл, - кап тыттарчĕ ăна мăшăрăм.
Кулкаласа ларакан кум шăл шурри те кăтартмарĕ. Сĕтел хушшинчен чип-чиперех, утсах, тухрĕ.
Çакна курсан, кулас вырăнне, тата вăйлăрах улама пуçларĕ кумма, мăнтарăн:
- Çапла мăшкăлламалла-и ăна? Чĕре тапма чарăнчĕ вĕт.
- Ара, паçăрхине аса илтĕм. Эс ирпе улталарăн, халь ман черет. Серьезнăй причинăсăр килместĕнччĕ кунта, - пăлханăвне пытарма хăтланчĕ кум.
- Каплах шỹтлемелле марччĕ ĕнтĕ, - лăпланаймарĕ мăшăрăм, кĕленче ванчăкĕсене шăлса пуçтарнă май.
«Ахăр саманана» аран ирттерсе, сĕтел хушшине лартрăмăр куммана.
- Пысăк ĕçе Кулăш кунĕнче хускатмалла мар, - пĕтĕмлетрĕ мăшăрăм.
- Шỹтлеме те пĕлмелле, унсăрăн «леш тĕнчене» ăсанма та пулать, - лăпланаймасть Лисук кумма.
- Арăм мана, чăннипех те, юратать иккен, унсăрăн сикким ходом пирвайхи пулăшу пама васкамĕччĕ, - кумман питĕнчен чăпăрт! тутарчĕ кум.
Çак сăмах хыççăн пурте ахăлтатса кулма пуçларăмăр. Тĕрĕссипе, сăмакун çинчен те мансах кайнă эпир. Какайне... Какайне вара çăвар тулли çирĕмĕр. Сысна пумилкки-çке.
Зинаида ЫРПИ.