Театр ĕçченĕсен союзĕн председателĕ - пирĕн ентеш

ЧĂ ВАШ РЕ СПУБЛИКИНЧ И Театр ĕçченĕсен союзĕнче пысăк улшăну пулнă. Профессиллĕ пĕрлешỹ ертỹçи пулма К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш академи драма театрĕн артистне Евгений Урдюкова суйласа лартнă. Евгений Васильевич - пирĕн ентеш, Анат Чаткас ялĕнче çуралса ỹснĕ.

Театр ĕçченĕсен союзне тĕрлĕ вăхăтра пирĕн паллă ентешсем Валерий Яковлевпа Мефодий Денисов та ертсе пынă.

Е.ЖОЛОБОВА.



27 марта 2026
14:01
Поделиться