Театр - сцена кăна мар...

Иртнĕ тунтикун, мартăн 23-мĕшĕнче, ытти çĕрти пекех, Шăмăршă муниципалитет округĕнчи вĕренỹ учрежденийĕсенче «Кирли çинчен - калаçу» иртрĕ. Заняти теми: «Пысăк театр. Чаршав хыçĕнче. Пысăк театра - 250 çул, Раççейри театр ĕçченĕсен Союзне - 150 çул».

Ачасем класс ертỹçисемпе пĕрле искусствăпа истори тĕнчин асамлăхне лекрĕç. Вĕсем Мускаври Пысăк театр, чăннипех те, Раççейĕн наци пуянлăхĕ пулса тăнине ĕненчĕç. Пысăк театрăн оперăпа балет постановкисем тĕнчипех паллă, вĕсем - çĕр-шывăмăрăн визит карточкисем.

Çитĕнекен ăру çакна ăша хыврĕ: театр - сцена кăна мар, вăл - халăхăмăр чунĕн куç кĕскийĕ. Ун урлă ăрусен нихçан манăçми истори астăвăмĕ, вăхăтпа ĕмĕрлĕх хаклăхĕн çыхăнăвĕ тухса тăрать. Куракан театр урлă чунпа пуянланать, кăмăл-сипет тĕлĕшĕнчен ырă патне туртăнать, илемлĕх тĕнчи урлă пурнăç пĕлтерĕшне курать.

Çавăн пекех шкул театрĕ те ачасен пултарулăхне аталантармалли мел шутланать. Вăл çамрăк ăрăва ỹнер ăсталăхĕпе çывăхлантарать, хĕрачасемпе арçын ачасен шалти тĕнчине ырă витĕм кỹрет.

Кашни ачах искусство патне çул хывтăр. Вăл хавхалантарать, ыттисемпе пĕрлештерет, лайăхран лайăх пулма çунат хушать.

Л.ГОРДЕЕВА,

округ администрацийĕн вĕренỹпе çамрăксен политики пайĕн информаципе методика центрĕн методисчĕ.



27 марта 2026
14:07
Поделиться