«Туслăх» туссене пуçтарнă

МАРТĂН 22-мĕшĕнче - Шăмăршăри «Туслăх» спорт шкулĕ йĕркеленипе - çывăхри вăрманта йĕлтĕрçĕсен уçă ăмăртăвĕ иртнĕ. Унта Шăмăршă, Патăрьел, Елчĕк муниципа- литет округĕсен, Тутарстанри Пăва хулипе Çĕпрел районĕнчен килнĕ 26 команда хутшăннă. «Туслăх» спорт шкулĕнче вĕренекен Д.Байкалов, Е.Матвеева, А.Михайлов, К.Полякова, К.Иванов, А.Федорова, А.Ильин йĕлтĕрçĕсем хăйсен ỹсĕмĕсенче малти вырăнсене йышăннă.



27 марта 2026
14:03
Поделиться