Çуркунне те - йĕлтĕрпе

ÇУРКУННЕ çитрĕ пулин те, Карапай Шăмăршă вăтам шкулĕнче вĕренекенсем йĕлтĕртен уйрăлма шутламарĕç-ха. Çак кунсенче вĕсем Патăрьел округĕнчи Кĕçĕн Арапуç ялĕнче республикăри паллă спортсмен Сергей Сафья- нов йĕркелесе ирттернĕ ăмăртăва хутшăннă.

Спорт уявне Патăрьел, Шăмăршă, Елчĕк, Йĕпреç округĕ- сенчен тата кỹршĕллĕ Тутарстанри Çĕпрел районĕнчен йĕлтĕрçĕсем килнĕ.

Çивĕч кĕрешỹре 2014-2015-çулсенче çуралнă хĕрачасем хушшинче Карапай Шăмăршă шкулĕнчи Алина Федорова - пĕрремĕш, 2012-2013-çулсенче çуралнă арçын ачасем хуш- шинче Арсений Михайлов - иккĕмĕш, çак ỹсĕмри хĕр ачасем хушшинче Карина Полякова - иккĕмĕш, 2008-2009-çулсенче çуралнă арçын ачасем хушшинче Тимур Степанов - пĕрремĕш, Артем Савельев виççĕмĕш вырăн йышăннă.



27 марта 2026
14:03
Поделиться