Вăрманта видеокамера вырнаçтарĕç
ЧĂ ВАШ РЕ СПУБЛИКИН Çут çанталăк ресурсĕсемпе экологи министерстви - вăрманта вут-кăвар тухасран асăрханас тĕллевпе - 2026-çулта 5 видеокамера вырнаçтарма палăртнă. Вĕсем Шăмăршă, Сĕнтĕрвăрри, Етĕрне тата Опытный лесничествисенче пулĕç.
Хальхи вăхăтра лесничествăсенче 11 видеокамера ĕçлет. Çавăн пекех вăрманта вут-кăвар тухнине çийĕнчех асăрхамашкăн 14 БПЛА вĕçтерме палăртнă.