Вут-кăвар - хăрушă!

МАРТĂН 24-мĕшĕнче 15 сехет те 28 минутра Шăмăршăри Южная урамĕнче пушар тухнă. Пушар сỹнтерекенсем çитсе ĕлкĕриччен вут хуралтăн пĕр пайне сиенлеме ĕлкĕрнĕ. Инкек тухнин сăлтавĕ юсавсăр электрооборудованипе усă курни тесе шутлаççĕ.

2026-çул пуçланнăранпа округ территорийĕнче 2 пушар пулнă, 800 пин тенкĕ ытла сиен кỹнĕ. Вут-кăварпа çав тери асăрхануллă пулмалла!



27 марта 2026
14:03
Поделиться