«Япăх ĕçлеме юрамасть»
2026-ÇУЛХИ январь-февраль уйăхĕсенче республика бюджечĕн тупăшĕ 1,7 хут ỹснĕ. Уйрăмах промышленноçпа ял хуçалăхĕн кăтартăвĕсем курăмлă. Кун пирки Правительство çуртĕнче иртнĕ канашлура палăртнă.
«Социаллă пурнăçпа экономика кăтартăвĕсем ỹсĕмлĕ. Вĕсем иртнĕ çулсенчи аталану хăвăртлăхне малалла тăсаççĕ. Халĕ çак кăтартусене тата та лайăхлатассишĕн тăрăшмалла, çапла майпа мĕн палăртнине пĕтĕмпех пурнăçлама пултаратпăр. Япăх ĕçлеме юрамасть. Мĕнле те пулин кăткăс ыйту сиксе тухсан çитменлĕхе пĕрлехи вăйпа çийĕнчех пĕтерме тăрăшмалла», - тенĕ канашлура сăмах илсе Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев.
Олег Алексеевич çывăх вăхăтра республика бюджетне малтанхи тỹрлетỹсене кĕртесси, çакă власть органĕсем умне пысăк задача кăларса тăратасси çинчен каланă. 2026-çулхи мартăн 1-мĕшĕ тĕлне республика бюджечĕн тупăшĕ 23,0 миллиард тенкĕпе танлашнă. Çакă çулталăк каяллахинчен 1,7 хут пысăкрах.
Хамăрăн (собственные) тупăш 1,9 хут ỹссе 13,6 миллиард тенке çитнĕ. Ку бюджета налук ытларах кĕнипе тачă çыхăннă.
Хамăрăн тупăш ỹсĕмĕпе Чăваш Республики Атăл çи федераци округĕнче (ПФО) пĕрремĕш вырăн йышăнать. Çавăн пекех налук пырса кĕнипе те республика - чăн малта.
Отчетлă тапхăр тĕлне республика бюджечĕн тăкакĕсем 13,8 миллиард тенкĕпе танлашнă. Наци проекчĕсене пурнăçа кĕртме - 1,0 миллиард тенкĕ, социаллă-культура сфери валли - 10,7 миллиард тенкĕ, сывлăха сыхлас ĕçе аталантарма - 1,0 миллиард тенкĕ, вĕрентỹ валли - 4,9миллиард тенкĕ, социаллă политикăна лайăхлатма 4,2 миллиард тенкĕ уйăрнă.
Наци экономикин отраслĕсенче тăкаксем 19,9 процент ỹссе 1,4 миллиард тенке çитнĕ. Çак суммăн çурри - 716,7 миллион тенкĕ - çул-йĕр хуçалăхне ла- йăхлатма кайĕ.
А.АЛЕКСАНДРОВА.