Ан йĕр, чиперкке...
ЯЛТИ Культура çуртĕнче - ташă каçĕ. Çĕр çĕмĕрттерсе музыка кĕрлет. Çамрăксем пурте - ташă картинче.
Эпĕ, сигарет туртас-ха тесе, урама тухрăм. Çуллахи ăшă та тỹлек каç. Чунра - ырă, ырă.
Сасартăк çывăхрах такам ĕсĕклесе йĕнине илтрĕм. Чим, кам ку? Патнерех пытăм та, сăнпа пăхсан вун çиччĕри - вун саккăрти хĕре асăрхарăм. Темшĕн, куççуль юхтарать вăл, хыткан хул пуççисем чĕтрене-чĕтрене илеççĕ.
- Пикеçĕм, - терĕм ăна, - мĕншĕн йĕретĕн? Кỹрентерчĕ-и кам та пулин?
Хĕр (çав тери чипер хăй, çакă каçхи çутăра та курăнать) ман çине пăхса илчĕ те, куççульне аллинчи пĕчĕк тутăрпа шăлса типĕ трĕ.
- Кỹрентерчĕ... - хуравларĕ вăл шăппăн кăна. - Юратмасть вăл мана текех.
- Каччă кỹрентернĕшĕн çапла йĕреççĕ-и вара? - лăплантарма пикентĕм ăна. - Хĕр чух - хĕрĕх тус, пуриншĕн те куççуль юхтараймăн.
- Манăн вара - пĕр тус çеçчĕ, - каллех куççульне чараймарĕ хĕр. - Пăрахрĕ, урăххине юратать. Паян та унпа ташлать.
Эх, вун çиччĕри-вун саккăрти черченкĕ чунсем! Çав териех ĕненетĕр вĕт-ха эсир çĕр çинче таса чĕр кĕмĕл пек юрату пуррине. Çавна май улталанма та пултаратăр. Шел, пурнăçра усал чунлă çынсем те пур. Вĕсемшĕн таса юратуçине сурса хурасси ним те мар.
Хĕр кăштах лăпланчĕ те хăюсăррăн çапла каларĕ:
- Мана киле ăсатса яраймăр-ши? Хăратăп...
Эпĕ хаваспах килĕшрĕм. Çул тăрăшшĕпех калаçрăм, тĕрлĕ кулăшла саманта аса илтĕм. Анчах хĕр пĕр сăмах та чĕнмерĕ, ассăн сывларĕ çеç. Пĕрремĕш юрату асапĕ иртиччен пайтах хуйхăрĕ-ха вăл, тен, нихăçан та манаймĕ ăна...
ВАСИЛИЙ.