Ан каçар ăна, Алина
«Шурăмпу Çăн » иртнĕ кăларăмĕнче «Кая юлтăн эсĕ, Сергей» статьяна вуласа тухсан çырмасăр тỹсеймерĕм. Мана Алинăн телейсĕр кун-çулĕ çав тери пăшăрхантарчĕ. Вăл хăйĕн пĕрремĕш юратăвĕ ултавçă пулни, ăна пуян хĕрпе улăштарни çинчен çырать.
«Пĕрремĕш юрату телейсĕр пулса тухни чĕрене ыраттарать», - тет Алина.
Манса кай ăна, Алина - пĕрре улталанă çын сана ĕмĕрĕпех улталĕ. Тин сарăлнă телей çеçкине çапса хуçнăшăн ăна нимĕнле каçару та пулма пултараймасть.
Эсĕ - çамрăк, хăвна килĕшекен лайăх çынна тупăн-ха. Эпĕ сана телей кăна сунатăп.
МАРИНА.