Апрелĕн 8-мĕшĕнче çурхи ярмăркка уçăлать
АПРЕЛĔН 8-мĕшĕнче Шăмăршăри апат-çимĕç рынокĕн территорийĕнче «Çуркунне-2026» ятпа ярмăркка уçăлать. Ярмăркка кашни юнкунах - апрель уйăхĕн тăрăшшĕпех ĕçлĕ.
Округра пурăнакансем улма-çырла, пыл, сĕт-çу, аш-какай тата ытти продукт туянма пултараççĕ. Вырăнти фермерсемпе пахчаçăсем хăйсем туса илнĕ продукцие сутĕç. Ярмăрккăра сутакансенчен вырăн укçи илмеççĕ, хăйсен продукцине вырнаçтарма май туса параççĕ.