Чечекпирен - чипер «чечексем»
Начар мар, паллах, çырни,
Хут çине шухăш куçни.
Чи кирли - чун-чĕререн
Шăранса сăмах тухни.
(Н.Чечекпи «Шалти туйăм хăй хистет»)
Округ çыннисем Надежда Кузьмина-Чечекпие лайăх пĕлеççĕ ĕнтĕ. Виçпỹрт Шăмăршăра пурăнакан çамрăк хĕрарăм «Шăмăршă хыпарĕпе» тачă çыхăну тытать: сăвă хыççăн сăвă пичетлет, редакци йĕркелекен пултарулăх конкурсĕсенче темиçе хут та çĕнтерчĕ, Владимир Бараев-Сĕркке ячĕллĕ литература премине те тивĕçрĕ. Республикăра тухса тăракан «Тăван Атăл» журналта та унăн хайлавĕсем кун çути кураççĕ, Наци радиовĕпе те янăраççĕ.
Иртнĕ çул Шупашкарти «Çĕнĕ вăхăт» типографире Надежда Николаевнăн пĕрремĕш кĕнеки пичетленсе тухрĕ. Шăмăршăри Мультикультура библиотекинче «Чĕререн тухакан сăмахсем» кĕнекин хăтлавĕ (презентацийĕ) те иртрĕ. Библиотекарьсем, таврапĕлỹçĕсем, вĕрентекенсем, редакци ĕçченĕсем, авторăн çывăх çыннисемпе тăван ял çыннисем сăвăсемпе поэмăсен тата юптарусен пуххине пысăк хак пачĕç. Июль уйăхĕнче пулнăччĕ ку.
Унтанпа нумай та вăхăт иртмерĕ - çак кунсенче Н.Чечекпин «Çĕнĕ вăхăтра» харăсах виçĕ кĕнеки кун çути курчĕ. Виççĕшĕ те - хăйне евĕрлĕ, пĕр сас паллирен пуçланакан сăмахсемпе - алфавит йĕркине пăхăнса - шутласа çырнă хайлавсем. Терминпа палăртас пулсан, тавтограмма мелĕпе çырнăскерсем вĕсем.Кĕнекесем глянец хуплашкаллă, хайлавсене шурă (мелованная) хут çине пичетленĕ. Чи илĕртỹлли - тĕслĕ ỹкерчĕксемпе (вĕсене автор хăех тунă) пуянлатни. Поэзипе проза хайлавĕсем сюжетлăхпа, кăсăклăхпа, тăван чăваш чĕлхин сĕтеклĕхĕпе хăйсем патне туртаççĕ. Юмор тата сатира мелĕпе шăрçаланисем йăнăш тăвасран асăрхаттараççĕ.
«Тавтограмма тĕнчинче» сăвă кĕнекине аслă ỹсĕмри вулакансем валли çырнă. Ун тематики анлă. Пĕр сăвва çеç илсе кăтартар.
Ывăнтарать ывăл-хĕрсĕр ытла.
Ыратăва ылмаштар ытампа.
Ырăлăхпа, ырлăхпа, ылмашса,
Ыранчченех ывăнмасăр, ыйтса,
Ылтăнна ых! ыхлатса, ырласа,
Ытала - ырă-ырă ывăлна!
(«Ытала»)
«Лили лартрăм лапамра» сăвă пуххине Надежда Николаевна шкул ачисене халалланă. Хайлавсем çамрăк ăрăвăн шухăшлавне, сапăрлăх туйăмне аталантарасси куç кĕрет. Паллашар-ха пĕр сăвă сыпăкĕпе:
Чăваш чĕри - чăн-чăн чĕре!
Чунпа чухлать, чыссăрланмасть.
Чипер чăвашăн чĕнтĕрне
Чăрсăрланса чухăнлатмасть.
... Чăваш чĕлхи - чĕресене
Чиперлетет чуна чĕртсе.
Чĕкеçленсе, чĕвĕлтетсе,
Чăваш, чыслар чăвашсене!
(«Чăваш чĕлхи - чĕкеç чĕлхи»)
Çавăн пекех ачасемпе çамрăксемшĕн «Çурçĕре çитеймен çерçисем» калавсемпе халапсен, эскизсемпе тĕрленчĕксен тата мыскарасен пуххи питĕ вырăнлă. Сăнарлă та чĕрĕ чĕлхепе шăрçаланă хайлавсем чун-чĕрере илемлĕх туйăмне хускатаççĕ.
Шкул ачисем валли кăларнă кĕнекесем тăван чĕлхе вĕрентекенĕсемшĕн те урокра тата класс тулашĕнче усă курма меллĕ.
Кашни хайлаврах - пуян фантази, тарăн философи, авторăн чун хĕлхемĕ. Вулакана вĕсем шухăша яраççĕ, унра чи ырă туйăмсем çуратаççĕ. Вулăр çĕнĕ кĕнекесене. Ăс-хакăлпа та, чун-чĕрепе те пуянланăр, тусăмăрсем!
Зинаида Ырпи.