Диспансеризаци - халăх сывлăхĕшĕн
СЫВЛĂХРАН хакли урăх нимĕн те çук тетпĕр пулин те, тепĕр чух хамăршăн тăрăшма манатпăр. Чир шала кайсан тин вара сывалма питĕ йывăр. Шăпах çавăнпах ĕнтĕ тухтăрсем пире диспансеризаци тĕрĕслевĕ витĕр тухмалли çинчен аса илтерсех тăраççĕ. Диспансеризаци чир пуçламăшне тупса палăртса тĕрĕс диагноз лартма май парать. Уйрăмах онкологи, чĕре тата юн тымарĕсен, эндокрин чирĕсене малтан асăрхани пысăк пĕлтерĕшлĕ. Пирĕн корреспондент Шăмăршă район больницин тĕп врачĕпе Ирина СМИРНОВĂПА пуçарнă калаçу диспансеризаци пирки пынă.
- Ирина Анатольевна, диспансеризаци тỹлевсĕр пулни, çын вăхăтне перекетлеме пулăшни лайăх-ха. Çапах та округра пурăнакансем çакна ăнланаççĕ-ши?
- Ăнланаççĕ. Манăн сăмаха цифрăсем те çирĕплетеççĕ. Акă 2025-çулта çирĕплетсе панă планпа больницăн округра пурăнакан 4568 çынна диспансеризаци витĕр кăлармаллаччĕ. Эпир малтан çак цифра пирĕншĕн пысăк тесе иккĕленеттĕмĕр, мĕншĕн тесен халăхăн пĕр пайĕ Мускава е ытти хулана ĕçлеме çỹрет.
Иккĕленни кăлăхах пулчĕ: диспансеризацие 4633 çын (101 процент) иртрĕ.
Çавăн пекех 958 çын професси тĕрĕслевĕ (профосмотр) тухрĕ, çулталăк планĕ 120 процент пурнăçланчĕ.
- Диспансеризаци мĕн кăтартрĕ-ха? «Космонавтăнни пек» çирĕп сывлăхлисем нумай-и?
- Сывлăх шайне эпир виçĕ ушкăнпа палăртатпăр: çирĕп сывлăхлисем, чирлес паллă пуррисем тата вăраха кайнă чирпе нушаланакансем.
Эсир каланă «космонавтăнни пек» сывлăхлисем - 16,4 процент. Чирлес паллă пуррисем - 12,7, вăраха кайнă чирпе аптăракансем 70,9 процент. Çак цифрăсем пурне те тарăн шухăша ямалла. Диспансеризаци иртнĕ 3977 çын вăраха кайнă чирпе (хроническое заболевание) нушаланни - пирĕн округшăн лайăх мар кăтарту.
- Ирина Анатольевна, çын хăйĕн чирĕ çинчен пĕлменни те пулма пултарать вĕт-ха. Больницăна килет те - вăл чирлĕ иккен...
- Диспансеризаци иртнĕ чух, вăраха кайнă чир пуррине пуçласа 216 çыннăнне тупса палăртрăмăр. 269 çын - ытлашши мăнтăрланма пуçлани, 167 çамрăк çыннăн йывăрăшĕ нормăран ытлашши пулни те врачсене пăшăрхантармасăр тăма пултараймасть. Ыйтса пĕлнĕ тăрăх, вĕсенчен 97-ĕшĕ - пирус туртни, 33-ĕшĕ - алкогольпе иртĕхни, 186-ĕшĕ - вăй-хал ĕçĕнчен пăрăнма тăрăшни, 102-ĕшĕ тĕрĕс мар апатланни (нерациональное питание) палăрчĕ.
- Çынсене уйрăмах онкологи чирĕ хăратать.
- 2025-çулта 981 хĕрарăм маммографи тухрĕ, 298 арçын тестировани иртрĕ. Скрининг кăтартăвĕсем тăрăх, усал шыçă аталанма пуçланă 51 тĕслĕх палăрчĕ. Çак пациентсене пурне те тепĕр хут тĕрĕслеме ятăмăр тата çирĕп контроле илтĕмĕр.
Унччен коронавирус чирĕпе аптăранисене тарăн диспансеризаци (углубленная диспансеризация) витĕр кăларатпăр. 2025-çулта çак тĕрĕслевре 650 çын пулчĕ. 553 çыннăн йывăр инфекци хыççăн сывлăхĕ хавшама пуçлани (сывлăш пỹлĕнни, сатураци чакни, тромб палăрăмĕ пурри) палăрчĕ.
2026-çулхи икĕ уйăхра тарăн диспансеризацие 35 çын тухрĕ, 19-ĕшĕнче çỹлерех асăннă палăрăмсене асăрхарăмăр.
- Ирина Анатольевна, диспансеризаци ирттернĕ чух йывăрлăх туймастăр-и?
- Унсăр май çук ĕнтĕ, йывăрлăх яланах пулнă. Хăш-пĕр граждан диспансеризацин иккĕмĕш тапхăрне иртессинчен пăрăнма тăрăшать. Теприсем маммографи, флюорографи, ФКС тата ФГДС тĕрĕслевĕ витĕр тухни кирлех мар тесе шутлаççĕ. Вĕсемпе тĕл пулса ăнлантару ĕçне туса пыратпăр.
2026-çулта больницăн 5416 çынна диспансеризаци витĕр кăлармалла. Икĕ уйăхра 762 çын сывлăхне тĕрĕслерĕмĕр. Хальлĕхе çулталăк планĕ 14 процент пурнăçланчĕ.
Планпа кăçал 540 çынна профосмотр тумалла, январь-февраль уйăхĕсенче 69 çын тĕрĕслевре пулчĕ.
Медицина пулăшăвĕпе кашни çын усă курма пултартăр тесе, ĕç вырăнĕсене пырса сывлăха тĕрĕслетпĕр.
2025-çулта мобильлĕ бригадăсем 21 хутчен ялсене кайнă, тухса çỹреймен 14 çын патне килĕсене пынă. 2025-çулта ĕç коллективĕсене пырса 427 çын сывлăхне тĕрĕсленĕ. Кăçалхи икĕ уйăхра врачсем ĕç коллективĕсенче 7 хутчен пулнă, 134 çын сывлăхне хакланă.
Кашни çыннăн сывлăха упрама тăрăшмалла. Ăна тума йывăрах та мар. Медтĕрĕслев, диспансеризаци тухмалла. Врачсем хушнине пурнăçласа, сывă пурнăç йĕркине тытса пырсан пурăнас çулсем те тăсăлаççĕ, организм та хавшамасть.
Ив.САЛАНДАЕВ калаçнă.