Экскурсие - Тутарстана
Эпир - Шăмăршă округĕн культура ĕçченĕсем - професси уявне Тутарстанра экскурсире пулнипе паллă турăмăр.
Çул çỹрев пире Хусан епархийĕн Раифри арçынсен Турă Амăш ячĕллĕ мăнастирне илсе çитерчĕ. Çак хăйне евĕрлĕ архитектура ансамблĕ Атăлпа Кама заповедникĕн варринче, хуларан 30 çухрăмра - вăрманти кỹлĕ хĕрринче вырнаçнă. Ăна 17-ĕмĕрте туса лартнă. Мăнастир территорийĕнчи çветтуй çăл куç (источник) патĕнче пултăмăр, унран сиплĕх илтĕмĕр. Çавăн пекех кунти Вера, Надежда, Любовь тата вĕсен Амăшĕ София ячĕллĕ чиркĕве кĕрсе тухрăмăр. Раиф кỹллин илемĕпе килентĕмĕр.
Экскурсовод пире аваллăхри тĕн культурипе объекчĕсем пирки питĕ кăсăклă каласа пачĕ. Хĕвел тухăç халăхĕсен тата тутар нацийĕсен кухнипе паллашма та кăмăллă пулчĕ.
Çула май Куславкка округĕнчи Куснар ялне чарăнтăмăр, Хусанпа Сăр хутлăхĕн хỹтлĕх чиккисене тăвакансен паттăрлăхне халалланă мемориалта Аслă Аттелĕх вăрçи çулĕсенчи тыл ĕçченĕсене асăнса пуç тайрăмăр.
Раççейри Халăхсен пĕрлĕхĕн çулталăкĕнче çакăн пек асра юлмалли çул çỹрев нацисем хушшинчи çыхăнăва çирĕплетме, культура еткерлĕхне упрамаллине картма, ăс-хакăла аталантарма май пачĕ.
И.ЕФИМОВА,
Васанти Г.Н.Ларшников-Пэхет ячĕллĕ Халăх историпе краеведени музейĕн заведующийĕ.