Хисеплĕ ят туса хураççĕ

ЧĂВАШ РЕСПУБЛИКИН Патшалăх Канашĕн иртнĕ сессийĕнче ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Сергей Артамонов «Массăллă информаци хатĕрĕсен тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» хисеплĕ ят туса хурасси çинчен пĕлтернĕ. «Çулталăк вĕçлениччен пирвайхи наградăсене парăпăр», - тенĕ вăл.

Вице-премьер массăллă информаци хатĕрĕсене пулăшмаллине те палăртнă, район хаçачĕсене ĕçлекенсен пĕчĕк шалăвне ỹстерме шантарнă.

А.ПЕТРОВА.



03 апреля 2026
13:44
Поделиться