Инкекрен асăрханма
Çул тата транспорт çинче ача-пăча аманасран сыхланмалли профилактика ĕçĕ яланхи тимлĕхре.
Акă çак кунсенче Пăчăрлă Пашьел вăтам шкулĕнче Шупашкартан «Хăрушсăрлăх лабораторийĕ» мобильлĕ комплекс пулчĕ.
Заняти темисем: çуран çỹрекенсен çул-йĕр правилисем; çуран çỹрекенсем каçмалли вырăнсемпе тĕссем; çул урлă каçмалли правило тата ыттисемшĕн курăнмалли йĕрке; çул çинчи чăрмавсем татавĕсене парăнтарасси.
Çак самантсене урампа çул-йĕр элеменчĕсем урлă практикăра кăтартрĕç.
«Авангард» центрăн аслă методисчĕ Эдуард Козлов çамрăк ăрăва икĕ кустăрмаллă транспорт уйрăмлăхĕ çинчен тĕплĕн каласа пачĕ. Çавăн пекех вăл ачасемпе çамрăксем çул çинче тăвакан йăнăшсем çинче чарăнса тăчĕ. Арçын ачасемпе хĕрачасене çи-пуçпа пĕрле çутă элементне (светоотражающие элементы) илсе çỹреме сĕнчĕ.
Вĕренекенсем çул-йĕр правилисене çирĕплетмешкĕн магнит стендпа ĕçлерĕç. Велосипедпа фигурăсем туса ярăннă чухне чăрмавлă «çул» çинче çỹреме хăнăхрĕç.
Тĕп хуларан килнĕ хăнасем вĕренекенсене - çутă элемент-брелок тата «Çул-йĕр хăрушсăрлăхĕ» курс витĕр тухнине çирĕплетекен сертификат, педагогсене ачасене çул-йĕр хăрушсăрлăхне пăхăнма вĕрентмелли памятка тата çул-йĕр жилетне (световозвращающие жилеты) пачĕç.
Çул çитменнисемпе йĕркеленĕ мероприяти пуриншĕн те усăллă пуласси куç кĕрет.
Н.УГАРИНА,
Пăчăрлă Пашьел вăтам шкулĕн директорăн воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕ.