Кам пуласшăн эс, çамрăк çын?

ВĂХĂТ сисĕнмесĕрех иртет. Шкулсенче юлашки шăнкăрав янăриччен, тăххăрмĕшсемпе вун пĕрмĕшсем патшалăх экзаменĕ тытма пуçличчен икĕ уйăхран та сахалрах юлчĕ.

Хăш профессие суйласа илесшĕн-ха шкултан вĕренсе тухакансем, хăйсен ĕмĕчĕ-шухăшĕпе паллаштарма кăмăл тумĕç-и? Пирĕн корреспондент округри тĕрлĕ шкулти темиçе çамрăкпа курса калаçнă.

ЕКАТЕРИНА,

11 класс:

- Эпĕ мĕн ачаран вырăс чĕлхипе литератури учителĕ пулма ĕмĕтленетĕп. Çак предметсене çав тери юрататăп. Паллах, ытти предметсемпе те лайăх ĕлкĕрсе пыратăп. «Виççĕпе» вĕренекен çын учитель пулма пултараймасть, унăн пур енĕпе те ырă тĕслĕх пулса тăмалла тесе шутлатăп.

АРТЕМ,

9-класс:

- Пурте аслă шкула вĕренме каяймĕç, эпĕ Шупашкарти строительствăпа хула хуçалăхĕн техникумне суйласа илтĕм. Техникума экзаменсăрах йышăнаççĕ. Мана «Çуртсемпе сооруженисем тăвасси тата вĕсемпе усă курасси» специальность килĕшет.

СТЕПАН,

11-класс:

- Чăваш патшалăх аграри университечĕн инженери факультетне вĕренме кĕрес шухăш пур. Хальхи пурнăçра математика, физика тата информаци технологийĕ тĕп вырăнта тăраççĕ. Инженер хуть те ăçта та кирлĕ, çавăнпа çак профессие вĕренсе алла илме тĕллев лартрăм.

ДМИТРИЙ,

9-класс:

- Таçта аякка каймасăрах Патăрьелĕнчи агропромышленность техникумĕнче вĕренме - çĕр-шыва кирлĕ професси илме май пур. Мана «Автомобиль юсакан тата ăна пăхса тăракан мастер» специальность килĕшет. Техникумăн общежити пур, стипенди те тỹлеççĕ. Вĕренсе тухнă хыççăн Раççей çарĕнчи службăна кайăп.

С.ИВАНОВ калаçнă.



03 апреля 2026
14:09
Поделиться