Каникулта - кино курма
Пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан шкулсен вĕренекенĕсем çурхи каникула усăллă ирттереççĕ. Шăмăршăри «КиноМир-Шемурша» кинотеатр (администраторĕ - Сергей Кудряшов) вĕсемшĕн юратнă вырăн пулса тăчĕ. Кашни вĕренỹ заведенийĕ график тăрăх шкул автобусĕпе кинотеатра тухса çỹрессине йĕркелерĕ. Ачасем «Пушкин карттипе» «Малыш» фильм пăхрĕç. «Малыш» - ятарлă çар операцийĕпе çыхăннă фильм, унта чăн пурнăçри пулăмсем сăнланнă. Çитĕнекен ăрăва патриотизм туйăмне ăша хывма вăл вăйлă витĕм кỹчĕ.
А.САТЕЕВ,
округри централизациленĕ клубсен системин директорĕ.