Манаймастăп...

СĂВĂ йĕркисем асăмран тухмаççĕ:

«Каллех сана аса илетĕп,

Мана манса та кайрăн пуль.

Пĕр сассăрах, хуллен йĕретĕп,

Куçран тумлать вĕри куççуль...»

Çапла, мана манса та кайрăн пуль эсĕ. Ман пек хĕрсем сахал-и тĕнчере? Хитререххисем те тем чухлех.

Эсĕ вара яланах чиперрисене килĕштереттĕн. Мана та хуларан асламăшĕ патне хăнана килнĕ чиперккепе улăштартăн. Виçĕ çул туслă пулнă вĕт-ха эпир санпа. Е эсĕ мана улталаса кăна пурăннă-и? «Юрататăп» тесе юри çеç каланă-и?

Пăхман хĕвеле пăхтараймăн ĕнтĕ. Анчах эсĕ çав шăпăлкка хĕрпе телей тупасса шанмастăп. Сансăр пуçне те темиçе каччăпа çỹренĕ вĕт вăл, халĕ санăн пуçна çавăрттарать.

Каллех сана аса илетĕп...

НАТАША.



03 апреля 2026
14:08
Поделиться