Мăнкун умĕнхи пысăк уявсем

Православи тĕнне ĕненекенсем Кăчăкă вырсарнийĕ (Вербное воскресенье) умĕн пĕр кун маларах Лазарь шăматкунне паллă тăваççĕ. Кăçал Лазарь шăматкунĕ апрелĕн 4-мĕшне тỹр килет. Кăчăкă уявĕ вара апрелĕн 5-мĕшĕнче пулать.

Лазарь шăматкунне Турă Иерусалима кĕнипе çыхăнтараççĕ: Христос тĕрĕс пурнăç йĕркине тытса пынă Лазаре чĕртсе тăратнă. Лазарь вилсе чĕрĕлни Иисус çĕр çинче пулнă чух тунă чи нумай тĕлĕнтермĕшсенчен пĕри.

... Лазарь Иерусалим çывăхĕнчи Вифания хулинче пурăннă. Христос унăн çывăх юлташĕ пулнă, çемйипе çыхăну тытнă. Лазарь йывăр чирпе вилнĕ. Юлташĕ вилни 4 кун иртсен Çăлавçă ун склепĕ (тупăксем лартма çĕр айне чавса тунă вырăн) патне пынă.

- Лазарь, тух унтан! - тенĕ.

Лешĕ, чĕрĕлсе, çĕр хăвăлĕ тавра пухăннă халăх патне тухса тăнă. Çак тĕлĕнтермĕш хыпар пĕчĕк ашакпа Иерусалима кĕрекен Иисус патне те çитнĕ. Ушкăн ăна вилĕме çĕнтернĕ патшана кĕтнĕ пек кĕтсе илнĕ. Халăх çапла сума сунине курса малтанхи священниксем (первосвященники) Христоса вĕлерме шутланă.

Кăчăкă вырсарнийĕ - Турă Иерусалима кĕнĕ кун.

... Лазаре вилĕмрен чĕртсе тăратсан Иисус хулана пырса кĕнĕ. Ăна халăх, хисеп туса, çулĕ çине пальма турачĕсем сарса хунă. Çакăн хыççăн нумайăшĕ Христоса ĕненме пуçланă.

Çăлавçă хăй шăпине пĕлнĕ: унăн çынсен çылăхĕсемшĕн вилмелле. Çак пулăма асра тытмашкăн Кăчăкă вырсарнине православире питĕ хаклаççĕ.

 Кăчăкă праçникĕнче православи тĕнĕпе пурăнакансем чиркĕве кăчăкă турачĕсене çветит тутараççĕ. Çурта çутса кăчăкă çыххине тытса тăни Турă Иерусалима кĕнине паллă туни пулать.

Кăчăкă эрнинче çакна тума юрамасть: алкоголь ĕçме (шăматкунпа вырсарникун кăштах хĕрлĕ эрех юрать), ытлашши çиме, аш-какай çиме, вăрçăнма-кăшкăрма, йывăр ĕçлеме, кил хушшинче ĕç хускатма, ал ĕç тума, сунара кайма, шавлă ĕçкĕ-çикĕ ирттерме тата савăнма, мăшăрпа çыхăнăва кĕме (исполнение супружеского долга).

Кăчăкă эрнинче чиркĕве çỹреме, масар çинче тирпей-илем кỹме тăрăшмалла.

Георгий Хитров протоиерей,

Палтиелĕнчи Михаил Архангел ячĕллĕ чиркỹ настоятелĕ.



03 апреля 2026
14:11
Поделиться