Наци паркĕ конкурс ирттерет
«ЧĂВАШ ВĂРМАНĔ» Наци паркĕ «Упракан çут çанталăк тĕнчи» ятпа ача-пăча ỹкерчĕкĕсен конкурсне ирттересси çинчен пĕлтерет. Конкурса ача садĕнчен пуçласа 18 çула çитичченхисем пурте хутшăнма пултараççĕ. «Упракан çут çанталăк тĕнчи» конкурс Халăхсем хушшинчи «Парксен маршĕ-2026» акципе килĕшỹллĕн иртет.
Тĕплĕнрех Наци паркĕн www.npark21.ru сайтĕнчи «Конкурссем» пайра пĕлме пулать.