«Пенси пачĕç - савăнтăм, Икĕ калуш туянтăм»

«Пенси пачĕç - савăнтăм,  Икĕ калуш туянтăм»

1929-Çулхи апрелĕн 15-мĕшĕнчен Совет Союзĕнче ватăсене патшалăх пенсийĕ пама пуçлаççĕ. Анчах пурне те мар: сăрт-тупа металл промышленноçĕнче, чукун çул çинче тата шыв транспортĕнче ĕçлекенсем çеç пенси илме пултарнă.

Пыра-киле патшалăх хулари рабочисене те пенси тỹлеме пуçлать. 1937-çулта вара служащисем çак ырлăхпа савăнма тытăнаççĕ.

Патшалăх пенсине колхозниксем çеç илме пултарайман. 1964-çулта тин колхоз членĕсене патшалăх пенсине тỹлесси çинчен саккун тухать. Вĕсене уйăхне 12 тенкĕ пама пуçлаççĕ.

«Пенси пачĕç, - савăнтăм,

Икĕ калуш туянтăм.

Çук, юлмарĕ «çумалăх»,

Пулăшмарĕ патшалăх», - çакăн пек такмак «çуралнă» çав çулсенче Шăмăршă тăрăхĕнче. Ăна 1970-çулта А.Салмина студентка Пăчăрлă Пашьел ялĕнче 75 çулти Ф.Тимагинăран çырса илнĕ, Чăваш патшалăх гуманитари институчĕн архивĕнче упранать.

Чăнах та, арçын пушмакĕ ун чух лавккара - 12 тенкĕ, калуш 6 тенкĕ тăнă, 60 тенкĕпе çĕр мамăк материалĕнчен çĕленĕ костюм туянма май килнĕ.

1964-çулхи декабрĕн 2-мĕшĕнче Чăваш АССР Верховнăй Совечĕ «Чăваш АССРĕнче колхоз членĕсене пенсипе пособи тỹлесси пирки калакан Саккуна пурнăçа кĕртмелли мерăсем çинчен» Постановлени йышăнать. Унпа килĕшỹллĕн, Шăмăршă районĕнчи 65 çула çитнĕ 482 арçынпа 60 çулхи 537 хĕрарăм кашни уйăхрах 12-шер тенкĕ колхоз пенсине илсе тăма пуçлать. Çапла вара крепостла правăна пăрахăçланăранпа 103 çул иртсен тин - çĕр-шыв пуçлăхĕ Никита Сергеевич Хрущев тăрăшнипе - хресчене патшалăх пенси «парнелет».

Кирлĕ документсене хатĕрлесе панă май районта пенсионерсен йышĕ ỹссех пырать. 1970-çулта колхозра ĕçлесе пенсие тухнисем уйăхне - 14,1, 1980-çулта - 34,8, 1985- çулта - 47,5, 1989-çулта 75,1 тенкĕ илме тытăннă.

Паллах ĕнтĕ, пенси сахал тỹлени те çынсен ялта пурăнас кăмăлне хытах пăснă. СССР-ти çырав (перепись) кăтартăвĕсем тăрăх, 1950-çултан пуçласа 1980-çулччен Шăмăршă районĕнчи ял халăхĕн йышĕ 37 процент чакнă. Çынсем Ульяновск, Самар облаçĕсене, çывăхри тата аякри хуласене куçса кайма тытăннă, рабочи пулса тăнă. Рабочин пенсийĕ - колхозникăннипе танлаштарсан - виçĕ-тăватă хут пысăкрах пулнă.

Колхозник çак пĕчĕк пенсие те вăр-вар илеймен: унăн ĕç стажне çирĕплетсе пама тивнĕ. Колхоз архивне ячĕшĕн çеç пуçтарса пынипе, кирлĕ документсем çухалса пĕтнĕ. Пенсие тухма хатĕрленекен çын темиçе свидетель шыраса нушаланнă.

Архивра Шăмăршă районĕнчи Шамккай ялĕн колхозникĕ Николай Аброськин Мускава - КПСС Центральнăй Комитечĕн пĕрремĕш секретарĕ, СССР Министрсен Совечĕн Председателĕ Никитиа Хрущев патне янă çыру упранать:

«Хаклă Никита Сергеевич, - тенĕ çырура, - 12 тенкĕ пенси укçи - ытла та сахал. Унпа ачасем валли чи кирлĕ япаласене те туянма май çук. Колхоз ĕç кунĕшĕн кăштах тырă панипе çеç пурнăçа тытса пыма йывăр. Эпир - ял çыннисем - Сирĕнтен колхозниксемшĕн ытларах тăрăшма тархасласах ыйтатпăр».

Никита Сергеевич вуланă-ши çак çырăва, вуламан таши - анчах вăл КПСС Чăваш обкомне çитсе выртнă. Обкомрисем те нимĕнле мера та йышăнма пултарайман. 1964-çулхи октябрьте - çыру Мускавран çаврăнса килсен пĕр уйăхран - Хрущева хăйне те пенсие «хăваласах» янă.

Никита Хрущев «саманинче» пирĕн Шăмăршă районĕнче те пысăк улшă- нусем пулса иртнĕ. 1958-çулта район центрĕсенче пурăнакансене килти хуçалăхра выльăх-чĕрлĕх усрама чарнă. Çынсем сăвăнакан ĕнесене те пусса какая яма тытăннă, çакă халăх пурнăçне тата та йывăрлатнă.

1962-çулта «куккурус кампанийĕ» персе килнĕ: районти колхозсем «уй-хир пикине» 2 пин гектара яхăн чи лайăх çĕр çинче çитĕнтерме пуçланă.

1960-çулта - Шăмăршă районне пĕтерсе - Патăрьел промышленность районĕ туса хунă. 1964-çулта тин - Хрущева ĕçрен хăтарнă хыççăн икĕ уйăхран - çак реформăна пăрахăçланă. Тăватă çул хушшинче Шăмăршă районĕнче нумай хваттерлĕ пĕр çурт та, пĕр шкулпа ача сачĕ те, ытти объект та туман, пылчăк çăрăлакан çула юсама та тăрăшман.

Ватă çынсем 1961-çулта вăрттăн ирттернĕ укçа реформине те манман-ха. Тăраниччен çимесĕр, япала туянмасăр пус çумне пус хушса пынă колхоз- ник укçи çилпе вĕçсе кайнă.

1962-çулта Мускава çыру çыракан тепĕр хăюллă çын та тупăннă. Хальхинче çамрăк ял хуçалăх специалисчĕ, спортсмен-разрядник Алексей Андреев «Советский спорт» хаçата çапла çырса пĕлтернĕ: «Чăваш АССРĕнчи Шăмăршă районĕнче ĕç çыннисене физкультурăна явăçтарас тĕлĕшпе лару-тăру тỹсме çук начар. Нимĕнле ăмăрту та ирттермеççĕ. Район центрĕнчи стадионра хыт-хура çеç çитĕнет».

Çак çырăва Шупашкара ярса панă хыççăн республикăри физкультурăпа спорт комитечĕн председателĕ Николай Скородумов тивĕçлĕ мера йышăнать: август уйăхĕнче Шăмăршăра пуçласа спорт уявĕ ирттереççĕ, милици уйрăмне 15 талăка хупнисене стадиона курăкран тасаттарса тирпейлеттереççĕ.

Ив.САЛАНДАЕВ.

(Статья çырнă чух автор Чăваш Республикин патшалăх истори архивĕн докуменчĕсемпе усă курнă)



03 апреля 2026
14:12
Поделиться