Пирĕн ентеш - кĕнеке авторĕ
МАРТĂН 17-18-мĕшĕсенче Санкт-Петербургри патшалăх технологи институтĕнче Халăхсем хушшинчи «Биотехнологипе апат-çимĕç технологийĕ» конгресс тата «Сăра тăвакансен шкулĕ» наукăпа практика конференцийĕ иртнĕ.
Çак конгреспа конференцие Чăваш патшалăх аграри университечĕн ученăйĕсем те хутшăннă. Пирĕн ентеш, Карапай Шăмăршă ялĕнче çуралса ỹснĕ, халĕ университетри инженери факультечĕн деканĕнче ĕçлекен Николай Пушкаренко «Сăра вĕретес ĕçри чĕр тавар» («Сырье в пивоварении») çĕнĕ кĕнеке презентацине ирттернĕ. Анлă тĕпчевпе никĕсленнĕ наука ĕçне конференцие хутшăннисем пысăк хак панă.