Пысăк ăмăртуран - виçĕ медальпе

ШĂМĂРШĂРИ «Туслăх» спорт шкулĕнчи çамрăк дзюдоистсем çитĕнỹ хыççăн çитĕнỹ тăваççĕ. Çак кунсенче вĕсем Шупашкарта республика чемпионатне хутшăнчĕç. Йывăрăшĕ 60 килограма çитичченхи спортсменсем хушшинче - Матвей Музеркинпа Семен Столяров, 90 килограма çитичченхисем хушшинче Александр Масленников бронза медаль çĕнсе илчĕç.

Ăмăрту «Спартак» спорт шкулĕнче «Пĕрлĕхлĕ Раççей» партин «Чи вăйлисене суйлатпăр» проекчĕпе килĕшỹллĕн иртрĕ. Пирĕн дзюдоистсем Шупашкар, Çĕнĕ Шупашкар хулисемпе Вăрмар округĕнчи чи вăйлă спорт- сменсемпе танлашма пултарни - пысăк çитĕнỹ.

А.ИЧАНКИН,

«Туслăх» спорт шкулĕн тренер-преподавателĕ.



03 апреля 2026
14:11
Поделиться