«Пĕрле ларса вулар-и!»
Шăмăршăри Мультикультура библиотекинче Ача-пăча кĕнекин эрни иртрĕ.
«Кỹршĕсемпе паллашар» тематика программипе вулавăшра чăвашсемпе юнашар пурăнакан вырăс, тутар, ирçе халăхĕсен историйĕпе, культурипе паллашма май килчĕ.
Ачасем - мероприяти участникĕсем - çак ыйтусен хуравĕсене тупрĕç. Вĕсем: Чăваш, вырăс, тутар, ирçе çыннисене мĕн пĕрлештерет? Ĕмĕрсем тăршшĕнче çак нацисен культурипе традицийĕсем мĕнле çыхăннă? Халăхсем хушшинчи туслăх мĕнле хаклăх (ценность) çинче никĕсленет?
Вăйă-викторина, тĕрлĕ нацин йăла-йĕркипе историре палăрнă çыннисем çинчен çыхăннă ыйтусене хуравлани, тематика выставки, нацисен сувенирĕсемпе кил-хуçалăхри япалисем çитĕнекен ăрăвăн ăс-хакăлне ỹстерчĕç, нумай нациллĕ Раççейри халăхсен пĕрлĕхне те туйтарчĕç.
Çавăн пекех «Кĕнеке патшалăхне - çул çỹрев» экскурсире Шăмăршă вăтам шкулĕн 1б класĕ пулчĕ. Çамрăк тĕпчевçĕсемшĕн мероприяти кĕнеке тĕнчине туслăх кĕперĕ хыврĕ. Ачасем Правилăсен «замокĕнче» кĕнекепе усă курмалли, ун ĕмĕрне тăсмалли йĕркепе паллашрĕç. «Стеллажсен» урамĕнче кĕнеке «лабиринчĕсенче» «çỹрерĕç», юмахсем ăçта «пурăнни», чĕр чунсемпе космос энциклопедийĕсем çинчен пĕлỹ илчĕç. Ăс-хакăл «тĕрĕслевĕнче» пĕчĕк çул çỹревçĕсем юмахсен геройĕсем çинчен тупмалли юмахсен тупсăмне шырарĕç. Билет «асамлăхĕнче» вара вулакан «паспорчĕ» - библиотека формулярĕ мĕн иккенне куçпа курса ăнланчĕç.
Шанатпăр: хĕрачасемпе арçын ачасем вулавăша юратса çỹрĕç, малашлăхра кирлĕ пĕлĕве кĕнеке-журналта тупĕç. Мультикультура библиотекин алăкĕ вара вĕсемшĕн яланах уçă.
О.Паймина,
Шăмăршăри Мультикультура библиотекин ача-пăча уйрăмĕн заведующийĕ.