«Пĕрлĕхлĕ Раççей» парти проекчĕ - çăл куçсемшĕн
«ПĔРЛĔХЛĔ РАÇÇЕЙ» партин «Таса çĕр-шыв» проекчĕпе килĕшỹллĕн, Чăваш Республикинче «Çăл куçсем - Чăваш Ен çĕрĕн мухтавĕ» ятпа виççĕмĕш çул экологи конкурсĕ ирттереççĕ.
Конкурс çак номинацисемпе иртет: истори пĕлтерĕшлĕ чи лайăх справка; наука тĕпчевĕ; çăл куçсене тирпей-илем кĕртмелли проект; фото- е видеорепортаж; творчество хайлавĕ (сăвă, юрă).
Конкурс мартăн 22-мĕшĕнче пуçланса июлĕн 10-мĕшĕччен иртет. Çĕнтерỹçĕсене хаклă парнепе тата Дипломпа чыслаççĕ. Заявкăпа конкурс материалне suvar2009@yandex.ru электрон адресĕнче йышăнаççĕ. Çыхăнмалли телефон: 8-900-333-80-00 (Владимир Николаевич Ильин).
Калас пулать, Шăмăршă муниципалитет округĕнчи Чукал ял территори уйрăмĕ иртнĕ çулсенче республика конкурсне хастар хутшăннăччĕ. Пулмантăшсен кăтартмалăх ĕçĕ пур: кунта çăл куçсене тасатса-тирпейлесе тăраççĕ, шкулта вĕренекенсемпе ача сачĕсем валли экскурси йĕркелеççĕ.