Прокат пункчĕ урлă - кирлĕ япала
Шăмăршăри социаллă тивĕçтерỹ центрĕнче прокат пункчĕ ĕçлени çинчен эпир маларах та çырнăччĕ. 2025-çулта çак пункта округри 32 çемье пынă, ача-пăча валли кирлĕ 96 япалана проката илнĕ.
Çакна палăртмалла: пунктра япаласене тỹлевсĕрех параççĕ, çакă ашшĕ-амăшне укçа-тенке перекетлеме пулăшать.
Е.ПЕТРОВА.