Пурнăçра çывăх юлташ кирлех

ЯЛСЕНЧЕ авланман каччăсем нумай. Хăшĕ-пĕри хĕрĕх урлă та каçнă ĕнтĕ, çавах авланмасть-ха. «Хĕр çук», - теççĕ унашкаллисем. Ху шырамасан, паллашма тăрăшмасан - санăн мăйунтан никам та çакăнас çук. Хĕрпе калаçнă çук пуклак чĕлхеллĕ пулмалла мар, эрех-сăмакун шăрши витĕр çапнă каччăран та писеççĕ вĕсем. Тирпейлĕ, килĕшỹллĕ тумланмалла, вăрăм çỹçпе тата шăрт пек сухалпа, вараланчăк тумпа çỹрекене мĕнле хĕр пăхтăр?

Ялта хĕр çуках пулсан, пĕр хушă хулана кайса пурăнсан лайăхрах мар-ши? Мĕн тесен те, хулара хĕр нумай. Тен, хăвна килĕшекене те тупма пултарăн, каярахпа яла куçса килĕр.

Çамрăклăх юратупа илемлĕ, яш ĕмĕре ахалех ирттерсе ярас марччĕ.

ЕЛЕНА.



03 апреля 2026
14:06
Поделиться